Влаç бизнеса итлетĕр тата илттĕр

17 Авăн, 2021

«Бизнесшăн: регионсен рейтингĕ» — çакăн пек ятпа «Манăн бизнес» центрта эрнекун Пĕтĕм Раççейри конференци, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн «Раççей тĕревĕ» общество организацийĕн ялавĕ айĕнче йĕркеленĕскер, иртрĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. Калаçу бизнеса, предпринимательсен прависене хӳтĕлесси тавра пулчĕ.

Раççей Президенчĕ пуçарнипе темиçе çул каялла бизнес прависене хӳтĕлеме туса хунă «Забизнес.РФ» платформа» АНО гендиректорĕ Элина Сидоренко, конференциччен кунти предпринимательсене йышăнма ĕлкĕрнĕскер, палăртнă тăрăх, Чăваш Еншĕн бизнеса хĕстересси кăтартуллă мар, çавна май предпринимательсене хӳтĕлессипе çыхăннă çивĕч ыйтусем те çук. Çапах ку нимĕн те тумалла маррине пĕлтермест: хӳтлĕхе тивĕçтересси — кулленхи ĕç.

Олег Николаев регионта лайăх ĕçлĕ климата çирĕплетссине чи малтан бизнес валли хăтлă условисем йĕркеленинче курать. Предпринимательлĕхе пулăшмалли пĕтĕм тытăм çак тĕллевпе ĕçлеме тивĕç. Çавăнпах ятарлă координаци канашне те йĕркеленĕ. Олег Алексеевич пысăк компанисемпе çыхăннă çивĕч темиçе ыйтăва татса панине палăртрĕ, çав ыйтусем ĕçе чăрмав кӳнĕ, вĕсене халь сирнĕ.

Калаçăва тăснă май Элина Сидоренко бизнеса пăшăрхантаракан чылай самант çинче чарăнса тăчĕ. Унашкаллисен шутĕнче — гражданла право тата уголовлă право ыйтăвĕсен хушшинчи чикĕ уçăмсăрри, çавна май тепĕр чух гражданла право сферинче татса памалли ыйтусемех уголовлă ĕçсем çуратаççĕ. Е тата ултавпа килĕшӳ хутшăнăвĕсене уйăрма йывăрри — çавна пула та предпринимательсем час-часах суд тенкелĕ çине сăлтавсăр лараççĕ.

Çапах кирек мĕнле пулсан та, ун шучĕпе, тӳрĕ кăмăллă бизнесшăн право хуралĕн, надзор органĕсем — тăшмансем мар, хӳтĕлевçĕсем. Çакна Чăваш Ен прокурорĕ Андрей Фомин цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Патшалăх тата муниципалитетсен саккасĕсене пурнăçланă предпринимательсене ĕçшĕн бюджетран вăхăтра тӳлеменни, тĕрĕслев-надзор органĕсен вăл е ку предприятие тĕрĕслеме палăртнине пăрахăçлани тата ытти — унашкалли питĕ нумай, прокуратура влаçăн тĕрлĕ шайри органĕ йĕркене пăснине тупса палăртнă тĕслĕхсем — çĕр-çĕр.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас