Ветерансем – ыркăмăллăхшăн

21 Раштав, 2020

Чăваш Енри агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен пĕрлешĕвĕ çулталăкри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетет.

Раштавăн 19-мĕшĕнче «Нива» вĕренӳ центрĕнче агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсене «Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул» асăнмалăх медальпе чысланă. Çак хисепе Иван Аверьянов, Валерия Афанасьева, Клавдия Бесчетнова, Николай Ванеркин, Валерий Вязов, Святослав Егоров, Мария Мареева, Петр Митрофанов, Геннадий Паймурзов тата Николай Сергеев тивĕçнĕ.

Чыслав вăхăтĕнче ЧР АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Александр Самылкин «АгроВыбор» общество организацине йĕркелени çинчен, унта ветерансен те хутшăнма май пуррине каланă.

Çут çанталăка упрас ĕç пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна шута илсе ветерансем кашни районтах волонтер альянсĕн ушкăнĕсене йĕркелеме тата ыркăмăллăх юхăмне хутшăнма йышăннă.

www.hypar.ru

Комментари хушас