Туризм ҫине ҫӗнӗлле пӑхма каланӑ

16 Юпа, 2020

Паян "Манăн бизнес" центрта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев туризм отраслĕн представителĕсемпе тĕл пулчĕ. Вăл туризма аталантарас ӗҫре тӳпе хывакансене пулăшса пырассине, вĕсене хавхалантарссине пĕлтерчĕ.

"Туризм çине çĕнĕлле пăхмалла пирĕн. Чăваш Енĕн потенциалне ăнлансан кăна аталантарма май пур", -  терĕ вăл.

Экономика министрĕ Дмитрий Краснов республикăри туризм аталанăвĕ, пурнăçа кĕртнĕ проектсем çинчен каласа кăтартрĕ. Наци рейтингĕнче Чăваш Ен 51-мĕш вырăнта тăрать. Регионта 89 туркомпани ĕçлет. Республика "Туризм" наци проектне кĕме палăртнă.

www.hypar.ru 

 

 

Комментари хушас