Тӳрĕ лини — вакцинаци, инвестицисем, газификаци тата ытти тавра

13 Утă, 2021

Экономика, социаллă пурнăç, ЖКХ, çулсем, транспорт — ытларикун йĕркеленĕ, 2 сехет те 25 минута тăсăлнă тӳрĕ линире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев граждансен çак тата ытти темăпа çыхăннă 34 ыйтăвне хуравласа ĕлкĕрчĕ. Уйрăм çынпа е пайăр территорипе çыхăннă ыйтусене те Олег Алексеевич анлăлатса республикăра пурăнакансен пысăк йышне пырса тивмелле хуравлама тăрăшрĕ – интереслĕ калаçу пулчĕ.

Чăннипе вара социаллă сетьсем, чат-бот урлă панă ыйтусен шучĕ нумай хут пысăкрах. Эфира тухичченех 676 ыйту йышăннă, калаçу вăхăтĕнче вĕсен шучĕ, паллах, тата хушăнчĕ. Тӳрĕ эфирта хуравлайманнисен авторĕсем ан пăшăрханччăр — регион ертӳçи вĕсене те тулли хурав пама шантарчĕ.

Калаçу газификаци теминчен пуçланчĕ. Çĕмĕрле хулинче пĕр урамра çĕнĕ çуртсем çĕкленĕ çынсем хăйсене газпа тивĕçтерессе ниепле те кĕтсе илеймеççĕ. Пĕр çемье çуртне хутса ăшăтмашкăн çуллен ултшар КамАЗ вутă туянни, нумай тăкакланни çинчен калать. Тепĕр тесен, газ кăна та мар — çак урама çĕрле çутса тăмалла тăвас ыйтупа пĕр хĕрарăм Генпрокуратурăна та ыйтупа тухнă. Суд тивĕçлĕ йышăну тунă, унтан вара суд приставĕсем çав йышăнупа ĕçлеме пăрахни çинчен евитленĕ. Сăлтавĕ — урама çутса тăмалла туни. Анчах çутă паян кунччен те çук…

Олег Николаев Çĕмĕрлесен нушине тимлĕ тишкерессине çирĕплетрĕ — газ пулас шанăç пур. Çийĕнчен вăл çĕршыв Президенчĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн газ пăрăхĕсене çынсен хуçалăхĕсен чикки таран илсе çитересси кăçалтан граждансемшĕн тӳлевсĕр пулмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Çав вăхăтрах газ ыйтăвĕ паянхи кунчченех Чăваш Енри нумай çемьешĕн çивĕччине те йышăнчĕ. Тата 63 пин кил-хуçалăха газпа тивĕçтермелле. Кун пирки «Газпром» ертӳлĕхĕпе те калаçу пулнă — çивĕчлĕх сирĕлмелле. Чăн та, Олег Алексеевич пурне те çывăх вăхăтрах газпа тивĕçтереймесси пирки те асăрхаттарчĕ, çапах «çынсене газ кĕртмелли майсем туса памаллах».

Калаçтарнă тепĕр тема — коронавирусран сыхланмалли вакцинаци. Çынсене обязательнăй майпа прививка тăвассине вăл ырламасть, анчах ĕç паракансем хăйсен ĕçченĕсене чиртен вакцинăпа хӳтĕленме хистенине те ăнланать. Предприятисен ĕçлемелле, эпидеми вара ĕçе чарса лартас хăрушлăх пур — çавăнпа прививка тума хистеççĕ те. Юлашки вăхăтра чирлекенсен шучĕ тăруках пысăкланнине, больницăсенче вĕсем валли ытларах та ытларах вырăн уйăрма тивнине шута илсен вакцинаци пĕлтерĕшĕ пушшех пысăк.

Çивĕч ыйту — нумай ачаллă çемьесене тӳлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси. Çĕнĕ Шупашкар хĕрарăмĕ хăйсене малтан Йĕпреç районĕнче лаптăк парас тени çичен пĕлтернĕ — килĕшмен, халь химиксен хули çывăхĕнче сĕнеççĕ, анчах — пахча валли кăна. Каллех хирĕçлесен черетре хыçала куçарассипе хăратаççĕ, тата нумай çул кĕтме тивĕ…

Олег Николаев ялсенче ку енĕпе çивĕчлĕх çуккине палăртрĕ, пысăк хуласенче пурăнакансене лаптăксем парасси вара чăрмавлă. Пĕр енчен, унашкал çемье йышлă, тепĕр енчен, хуласенче çĕр сахал. Çав вăхăтрах пăшăрхантаракан самант та пур: панă лаптăксенче çынсем çурт-йĕр çĕклеме васкамаççĕ: «Эпир инфратытăм валли бюджетăн пысăк укçине тăкаклатпăр, анчах çынсем стройка пуçармаççĕ — бюджет укçи сая кайнă пек…» Çавăнпа ĕнтĕ çынене çĕр лаптăкĕ вырăнне укçа тӳлес ыйтăва çĕкленĕ — сӳтсе яваççĕ. Олег Алексеевич татăклăн палăртрĕ: ку çынсене паракан право пулмалла — çĕр вырăнне саплаштару укçине илме пултарччăр, çапла тума никама та ирĕксĕрлемĕç.

Регионăн амăшĕн капиталĕпе çыхăннă улшăнусем те ачаллă çемьесенех пырса тивеççĕ. Маларах пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăшлă çемьесене çав укçапа усă курма ирĕк панă. Халь кулленхи расхутсем валли тăкаклама ирĕк парассине сӳтсе яваççĕ. Тата — çав укçана транспорт хатĕрĕ туянмашкăн ярассине. Услови палăртасшăн: çемьен çурт-хваттер пулсан кăна капиталпа машина туянма ирĕк памалла.

Пысăк инвестици поекчĕсем тĕпрен илсен тĕп хулара кăна пурнăçланни, пĕчĕк хуласенче, районсенче унашкаллисем çукки пирки пăшăрханса панă ыйту авторĕ те тулли хурав илчĕ. Олег Алексеевич çакă ăна хăйне те пăшăрхантарнине пытармарĕ. Çавăнпа ĕнтĕ кашни районăн, хулан инвестици проекчĕсене пурнăçламалли майĕсене тĕплĕ хаклассине, вĕсен инвестици паспорчĕсене

хатĕрлессине пуçарнă. Вăл юлашки вăхăтра Улатăр, Çĕмĕрле хулисене аталантармалли инвестици проекчĕсем çуралнине кăмăллăн палăртрĕ. Канаш хули хастар ĕçлет. Унти индустри паркĕнчи резидентсен шучĕ 9 таран хушăнни мĕне тăрать! — инвестицисен калăпăшĕ 5 миллиард тенке çитмелле. ЧР Пуçлăхĕ çакă хула аталанăвне тĕревлесси пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленмест.

Кашни районпа хулара индустри паркĕ, технпоарк йышши территорисем кирлĕ. Ку енĕпе те ĕçлеççĕ. Патăрьел районĕнче хăватлă агропарк пулмалла — хамăр тăрăхра туса илекен ял хуçалăх продукцине вырăнтах тирпейлемелле. Çавнашкал парк Çĕрпӳ районĕнче те пулмалла, анчах, асăрхаттарчĕ Олег Николаев, «унта пурăнакансемпе администрацин калаçса татăлмалла. Çынсем ырлани кăна çителĕксĕр, вĕсем çав проекта пурнăçламашкăн хастар хутшăнассине çирĕплетмелле. Инфратытăм йĕркелемелле, пирĕн енчен вара тивĕçлĕ пулăшу пулмалла». Çапла ĕçлени кăна ял хуçалăх отрасльне малалла талпăнма май парĕ. Çав шутра — продукци экспортне вăйлатĕ. Экспорт тенĕрен, АПК ăна пĕлтĕр самай пысăклатнă, кăçал та ку енĕпе ӳсĕмлĕ ĕçлет.

Олег Алексеевич çакăнпа çырлахма юраманнине палăртнă май хăш-пĕр район продукци туса илес енĕпе Совет Союзĕ пулнă тапхăрти кăтартусен шайне ниепле те çитейменни çинчен те каларĕ. Çав вăхăтри фермăсем ĕçлемеççĕ, çĕрпе туллин усă курмаççĕ тата ытти те. «Эпир пырса вăл е ку территоришĕн ĕçлеймĕпĕр, анчах пулăшасси, ĕçе хутшăнасси — пирĕн тивĕç», - терĕ вăл.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас