«Тухтăр сĕнсен килĕшрĕм»

22 Çĕртме, 2021

Валентина НЕСТЕРОВА, Элĕк районĕнчи Тавăт вăтам шкул вĕрентекенĕ:

— Хĕлле коронавирусран прививка тутарас ыйту сиксе тухрĕ. Малтан анализ парса антителăсем пуррипе çуккине тĕрĕслес терĕм. Вĕсем пуртан кăшт тăхтас терĕм.

Çу уйăхĕн вĕçĕнче шкул ĕçченĕсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Тухтăр прививка тума сĕнсен килĕшрĕм. Пĕрремĕш укол хыççăн кĕлетке температури хăпармарĕ, хама лайăх туйрăм. Иртнĕ эрнере иккĕмĕш прививка тутартăм. Каçхине пуç ыратрĕ. Ирхине хама çăмăллăн туйрăм, тулли кăмăлпа килти ĕçсене пурăнçларăм.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас