Тĕрĕслевпе надзор ĕçĕн положенийĕсене çирĕплетрĕç

8 Авăн, 2021

Министрсен Кабинечĕн юнкун иртнĕ ларăвĕнче тĕрĕслевпе надзор ĕçĕ тавра анлă калаçу пулчĕ.

Пассажирсене çăмăл машинăсемпе илсе çӳрекен такси ĕçĕн, музейсен фончĕн лару-тăрăвне сăнаса тăрассин, архивсем сакукунсене пăхăнассине тивĕçтерессин сферисенчи тĕрĕслевпе надзор ĕçĕн положенийĕсене çирĕплетрĕç. Çак ĕç тĕрĕслевпе надзор ĕçĕн реформипе килĕшӳллĕ — асăннисене кăна мар, ытти нумай сферăна пырса тивет. Регион шайĕнче кăна — тĕрĕслевпе надзорăн 27 тĕсĕ. Тата — федераци шайĕнчисем.

Дмитрий Краснов каланă тăрăх, реформăпа килĕшӳллĕн кашни сферăра асăннă йышши положенисене йышăнмалла, вĕсем тĕрĕслевпе надзор ĕçĕн никĕсĕ пулса тăмалла. Çак ĕçе юпа уйăхĕн пуçламăшĕччен вĕçлемелле. Ĕлкĕреймесен ведомствăсем хăйсен тĕрĕслев мероприятийĕсене çитес çулхи ĕç планне кĕртеймĕç — кун пирки прокуратура хытарсах асăрхаттарса хунă ĕнтĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас