Шкул ачисем чăваш чĕлхипе литературин олимпиадинче тупӑшрӗҫ

26 Нарăс, 2021

Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче шкул ачисен регионсен хушшинчи чăваш чĕлхипе литературин олимпиади иртрĕ. Ăна Чӑваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви, «Эткер» центр тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йӗркеленӗ.

Олимпиадăна хамăр республикăри шкул ачисем çеç мар, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Тутар тата Пушкăрт Республикисенчен пурĕ 200 ытла вĕренекен килнĕ.

Университетӑн культура керменĕнче ачасене тата вĕсен вĕрентекенĕсене саламлама сцена çине чи малтанах ЧР вĕренӳ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев тухрӗ. Вăл олимпиадăна хутшăнакансене пурне те ăнăçу сунчĕ, вĕрентекенсене вара тав турĕ.

Сирĕн пек маттур çынсем кăна чăвашлăха малалла аталантарма пултараççĕ. Сирĕн çинче кăна пысăк шанчăк, — терĕ вăл вĕсене.

Çавăн пекех хăнасене вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ Алена Иванова та саламларĕ. Вăл кунта чи пултаруллисем, чи маттуррисем, чăваш чĕлхине туптас, вĕренес тата аталантарас кăмăллисем пухăннине палăртрĕ. Ҫак факультета вĕренме кĕмелли майсемпе те паллаштарчӗ.

Вырăс тата чăваш филологийĕнче вĕренекенсем студент пурнăçĕ ҫинчен кĕскен каларĕç, кунта вĕренме кăсăклă пулнине палăртрĕç. Акă, сăмахран, «Раççей Чăваш пики - 2019» ята çĕнсе илнĕ Татьяна Матросова та çак факультетра ăс пухать. Вĕреннисĕр пуçне вăл Чăваш наци радиовĕн «Ирхи кăмăл» кăларăмне ертсе пырать.

Уяв хаваслă юрă-ташăпа пуянланчĕ, пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Унтан ачасем аудиторисене саланчĕç. Вĕсем олимпиада ыйтӑвӗсене хуравланă вăхăтра вĕрентекенсем ЧР вĕренӳ институчĕн доценчĕ Валентина Кириллова ирттернĕ «Гуманитари дисциплинисене вĕрентмелли инноваци технологийĕсем» ăсталăх класне хутшăнчĕç.

www.hypar.ru Татьяна Ишмуратова сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментари хушас