Сĕнтĕрвăрри районĕн ачи Питĕрте çĕнтернĕ

7 Çĕртме, 2021

Пĕтĕм Раççейри ача-пăча пултарулăхĕн «Александр Невский кнеç — çар пуçĕ, политик, Çветтуй» конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕ паллă.

Пултарулăх ăмăртăвне çĕршывăн 50 регионĕнчен 856 ача хутшăннă. Республика шайĕнчи 10 çĕнтерӳçĕн ĕçне Санкт-Петербургри культура комитетне ăсатнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ача-пăча искусство шкулне çӳрекен Максим Андреев «Живопиç» номинацире дипломант пулса тăнă. Вăл 16-18 çулсенчи çамрăк ӳнерçĕсемпе тупăшнă. Ăна конкурса хатĕрлекенĕ — Жанна Егорова преподаватель.

www.hypar.ru Изображение culture.cap.ru

Рубрика: 

Комментари хушас