Республикăра апат-çимĕç продукцийĕ хакланнă

26 Утă, 2021

Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Денис Спирин регион ертÿçи тунтикунсерен ирттерекен канашлура апат-çимĕç хакĕсене тишкерчĕ — паянхи хаксене пĕлтĕрхи раштаврипе танлаштарчĕ. Инфляци çак тапхăрта 3,6% çитнĕ — Раççейри вăтам виçерен /4,2%/ кăшт пĕчĕкрех. Апат-çимĕç продукцийĕ республикăра раштавранпа 3,5% хакланнă, апат-çимĕç мар продукци хакĕсем 4,2% хушăннă. Ку — вăтам ӳсĕм, уйрăм тĕслĕхсенче вара вăл е ку тавар хакĕ темиçе хут хăпарнă тĕслĕхсем те пур.

Сăмах ĕçме-çиме пирки пынă май министр заместителĕ кишĕр пирки каларĕ — вăл 3,4 хут /!/ хакланнă. Сăлтавĕ — çак пахча-çимĕçе ютран кӳме тивни. Кишĕр, каçарăр та, ананас мар, мĕншĕн вăл хамăрăн çук — кун пирки канашлура темшĕн калаçу пулмарĕ. Юлашки вăхăтра нихçанхинчен хаклă çак пахча çимĕç йӳнелме тытăнни сисĕнет, анчах пурпĕр хаклă — килограмĕ 78 тенкĕ: чăнах, хамăр патра та ăнса çитĕнекен кишĕр мар, çичĕ ютри ăшă çĕршывсенчен турттаракан ананас тейĕн...

Спирин апат-çимĕç хакĕсен регионти ӳсĕмĕ Атăлçи округĕнче чи пĕчĕкки пирки каларĕ. Çакна сĕт, çăмарта, хăярпа помидор хакĕсем чакни сăлтавланă пуль. Шел, ытти ĕçме-çиме хакланнă: аш-какай, пулă, хăйма, рис тата хура тул кĕрпи…

Хаксемпе çыхăннă çивĕчлĕх республика Пуçлăхĕшĕн, паллах, çĕнĕ хыпар мар, çавна май Олег Николаев вырăнти продукцие сутмалли ярмăрккасене хальтерехех ĕçлеттерсе яма чĕнсе каларĕ. Яланхи ярмăрккасем туса хумалла, вĕсем кашни кану кунĕнчех ĕçлеччĕр — «сутаканпа туянакан хушшинчи çула май пур таран кĕскетчĕр». Çакă, ун шучĕпе, суту-илӳ сечĕсемшĕн конкуренци çуратса вĕсенчи хаксене те витĕм кӳме пулăшас шанăç пур.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас