«Пысăк тăхтав» финалисчĕсем

25 Юпа, 2021

Хусанти Универсиада ялĕнче иртнĕ «Пысăк тăхтав» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн çурма финалне Шупашкарти 37 ача хутшăннă.

9-11-мĕш классенче вĕренекенскерсенчен 10-шĕ финала тухма тивĕçнĕ: Яна Семенова, Ольга Егорова, Майя Дмитриева, Михаил Кириллов, Кристина Леонтьева, Яна Маненкова, Анастасия Рахмина, Дарья Машинова, Игорь Александров, Варвара Еремеева. Конкурсăн çурма финалĕн тапхăрне ачасем питĕ кăсăклă ирттернĕ, кăткăс ыйтусен хуравĕсене шыранă. Çавăн пекех Хусанта экскурсире те пулнă. Аслă классенче вĕренекенсем «Пысăк тăхтавăн» мюзиклне хутшăнма кастинг тухнă, унăн премьерине конкурсăн финалĕнче «Артекра» кăтартĕç.

Чӳк уйăхĕнче иртекен финалта çĕнтерекенсем укçан премие тивĕçĕç. Аса илтеретпĕр: пĕлтĕр Шупашкарти 56-мĕш шкулта вĕренекен Игорь Александров «Расскажи о главном» номинацире çĕнтернĕччĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас