Предприятисемпе организацисем электроэнерги парăмне чакараççĕ

10 Авăн, 2021

Чăваш энергосбыт компанийĕ электричествăшăн сĕмсĕррĕн тӳлемесĕр пысăк парăм пухнă предприятисемпе организацисен списокне уйăхсерен çĕнетет. 2021 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регионти предприятисемпе организацисен ЧЭСК умĕнчи парăмĕ 3 миллиард та 689 миллион тенкĕпе танлашнă /пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăштах, 0,8%, чакнă/.

Сеть компанийĕсен дебитор парăмĕ 656,3 миллион тенкĕпе танлашнă. Антирейтингра çаксем малта:

- «Коммуналлă технологисем» ООО. Унăн парăмĕ 585,5 миллион тенкĕрен те иртнĕ;

- «Çĕмĕрле хулин электричество сечĕсем» МУП – 33 миллион тенĕ ытла;

— «Улатăр хулин электричество сечĕсем» МУП — 13,6 миллион тенкĕ ытла.

ЖКХ предприятийĕсен парăмĕ 510,1 миллион тенкĕпе танлашать, ку виçе иртнĕ çулхинчен 7,1% пĕчĕкленнĕ.

2021 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне промышленноç предприятийĕсен дебитор парăмĕсем 1 849,5 миллиона яхăн тенке çитнĕ. Энергосбыт компанийĕн чи тӳрĕ кăмăллă мар ĕçтешĕсен списокĕнче çаксем:

— «СУОР» ООО. Унăн парăмĕ — 64,3 миллион тенкĕ ытла;

— «ТехМашХолдинг» ООО тытăмне кĕрекен «Завод механической обработки» ООО — 8,3 миллион тенкĕ ытла;

— «Энерготранзит» ООО, «Промлогистика» ООО — 9,2 миллион тенкĕ ытла.

Патшалăх тата Чăваш Республикинчи муниципалитет учрежденийĕсен парăмĕ кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 32,4 миллион тенкĕрен иртнĕ — пĕлтĕрхи кăтартуран 12,5% пысăкрах.

Ытти потребитель парăмĕсем — 641,1 миллион тенкĕ ытла. Вĕсен хушшинче — «шала кайнă» парăмлă «Шупашкарти троллейбус управленийĕ» МУП. Унăн парăмĕ 102,5 миллион тенкĕрен те пысăкрах. Антирейтинга çавăн пекех çаксем кĕнĕ:

— «Восход» ООО – 29 миллион тенке яхăн парăм пухнă;

— «Çурт-йĕр тăвакан «СУОР» комбинат» ООО — 9,3 миллион тенкĕ ытла;

— «ТРЕСТ 5» АУО — 7,2 миллион тенкĕ ытла;

— Çĕнĕ Шупашкарти муниципалитетăн троллейбус транспорчĕн унитари предприятийĕ — 4,7 миллион тенкĕ ытла;

— «Чăваш бройлерĕ» АУО — 3,9 миллион тенкĕ ытла.

— Усă курнă электроэнергишĕн сĕмсĕррĕн тӳлеменнисен списокне унта кĕнисен ĕçлĕ партнерĕсем, надзор органĕсен ертӳçисем асăрхаççех тесе шутлатпăр, — пĕлтерчĕ энергосбыт компанийĕн ĕç тăвакан директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Константинов. — Чăваш энергосбыт компанийĕ регионти электроэнергин гарантилекен поставщикĕ пулса тăрать, сеть организацийĕсене, генераци компанийĕсене электроэнергишĕн вăхăтра тӳлемелли майсене тупать. Пирĕн компани умĕнче парăма кĕнĕ предприятисемпе организацисен ертӳçисен çакна ăнланмалла: вĕсем парăм пухса пĕтĕм Чăваш Ене электроэнергипе тивĕçтерессин шанчăклăхне хăрушлăха кĕртсе ӳкереççĕ.

ЧЭСК специалисчĕсем парăмсене суд урлă шыраса илес енĕпе çине тăрса ĕçлессине малалла тăсĕç.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас