Пирĕн пуласлăха паянхи шкул ачи йĕркелет

7 Ака, 2021

Паян республикăри аслă шкулсенче Уçă алăксен кунĕсем пуçланчĕç. Вĕсем ака уйăхĕн 27-мĕшĕчченех пырĕç. Кăçал шкултан вĕренсе тухакан çамрăксем университет-институтсене çитсе паллашма пултараççĕ. Аслă шкулсен ертӳçисем çĕнĕ вĕренӳ çулне епле хатĕрленни çинчен «Эткер» центрта каласа кăтартрĕç. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем онлайн мелпе çыхăнчĕç.

Калаçăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева хутшăнчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, Чăваш Енри аслă шкулсенче яшсемпе хĕрсене пур енлĕн аталанма майсем туса панă. «Алла диплом илсен те вĕсем хамăр республикăра юлса ĕç тупма пултараççĕ. Калăпăр, ял хуçалăх отраслĕ вăй илсе пырать. Унта ĕçлемешкĕн ăста специалистсем кирлĕ. Çĕнĕ шкулсемпе садиксем çĕкленеççĕ. Вĕсенче те ĕç вырăнĕсем пулĕç. Электротехника сферинче те çамрăксем хăйсен вырăнне тупма пултараççĕ», — терĕ Алла Леонидовна.

Ертӳçĕсем университетпа е институтпа паллаштарнă май абитуриентсене хăйсем патĕнче вĕренме йыхравларĕç. Акă ЧПУ ректорĕ Андрей Александров аслă шкул республикăри предприятисемпе çыхăну тытнине, университетра тĕрлĕ лаборатори ĕçленине палăртрĕ. Педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов пулас профессине суйланă чухне педагогсемпе тата ашшĕ-амăшĕпе канашлани питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине ӑнлантарчӗ.

Тĕлпулăва çавăн пекех Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Салават Сагитов хутшăнчĕ. Вăл каланă тăрăх, пĕлтĕр Пушкăртстанри шкулсенчен 18 пин ача вĕренсе тухнă, вĕсенчен 25 проценчĕ ытти регионти вĕренӳ заведенийĕсене суйланă. «Пирĕн республикăсене пĕр пек ыйтусем çыхăнтарса тăраççĕ: тăван чĕлхепе калаçакансен шучĕ чакни, кадрсем çитменни, чи лайăххисем ют хулана тухса кайни тата ытти те», — терĕ хăна.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ӳкерчĕкĕ.

Комментари хушас