"Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн" отчет форумӗ иртрӗ

14 Çĕртме, 2021

Ҫĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн регионти отчет форумĕ иртрĕ.

Форума «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕсем хăйсем пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетме пуçтарăнчĕç. РФ Патшалăх Думин депутачĕсем — Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов — хăйсен докладĕнче парти ĕçченĕсем, чăнах та, халăх валли нумай ырă ĕç тунине, тĕрлĕ наци проекчĕ пурнăçланнине палăртрĕç, малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарчĕç.

«Паянтан эпир депутатсен ĕçĕн отчет кампанине йĕркелесе ярăпăр. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» - халăха мĕн шантарнине, вĕсенчен хăшĕсене пурнăçланине пĕтĕмлетекен пĕртен-пĕр парти», — форума уçнă май каларĕ Алена Игоревна.

Çамрăксен хушшинче инженери вĕренĕвĕ аталанма тытăнни çинчен Çĕмĕрлери депутасен пухăвĕн ертӳçи Леонид Пронин çак хулари «Галилей» çамрăксен инноваци пултарулăхĕн центрĕн ĕçĕпе çирĕплетсе каларĕ.

«Çĕршыв Президенчĕ палăртнă задачăсене «Пĕрлĕхлĕ Раççей» яланах пурнăçлама, пурнăçа аталантарма ăнтăлать», — çапла çирĕплетрĕç парти членĕсем.

www.hypar.ru Елена ЛУКИНА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас