Петӗр Яккусен пурнӑҫран уйрӑлнӑ

7 Кăрлач, 2021

Кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ, поэт, çыравçă, куçаруçă, педагог, филологи наукисен кандидачĕ, доцент Петр Яковлевич Яковлев (Петĕр Яккусен) пурнӑҫран вăхăтсăр уйрăлса кайнӑ.

Петĕр Яккусен 1950 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче çуралнă.

Мăн Шетмĕри вăтам шкултан вĕренсе тухсан пĕр вăхăт унтах учительте ĕçленӗ. 1968-1970 çулсенче çар тивӗҫне пурнӑҫланӑ.

1975 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ЧР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи Гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлеме тытăннӑ, каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетӗнче студентсене вĕрентнӗ.
Нумай кӗнеке авторӗ.
1986 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ.
1970 çулта «Çарти хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ.

Петр Яковлевичпа кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 9.30-10.30 сехетре Республика больницин ритуал залӗнче сывпуллашӗҫ.

www.hypar.ru Yandex.ru сӑн ӳкерчӗкӗ.

Рубрика: 

Комментари хушас