«Пĕрлĕхлĕ Раççей» Халăх программине йĕркелет

23 Утă, 2021

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти Халăх программине хатĕрлемелли сĕнӳсене пухать. Çакăн çинчен эрнекун иртнĕ брифингра партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова пĕлтерчĕ.

Тĕрĕссипе, çĕнĕлĕх темелле мар. Алена Игоревна палăртнă тăрăх, «Пĕрлĕхлĕ Раççейшĕн» çынсен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ĕçлесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çапла пулнă, малашне те çаплах пулĕ. Çынсен ыйтăвĕсене тӳрре кăларнине вăл тĕслĕхсемпе те çирĕплетрĕ. Калăпăр, пĕртăвансене пĕр шкулта вĕренме май парасси. Çакăн пирки Чăваш Енре пурăнакансенчен ыйту пулнă: пĕр çемьери ачасене пĕр шкулта вĕрентес тесен те чăрмавсене сирме тивет, çийĕнчен тата прокуратурăран хăрамалла… «Эпир çак ыйтăва шута илтĕмĕр, Чăваш Ен панă сĕнӳ саккуна кĕртнĕ тӳрлетĕве çаврăнчĕ, ăна Президент алă пуснă – вăя кĕчĕ», — кăмăллăн каларĕ Дума депутачĕ.

«Хыпар» хаçат корреспонденчĕ хăш-пĕр парти суйлав умĕн питĕ илĕртӳллĕ сĕнӳсем пани /пенси çулĕсене каялла унчченхи шая чакарасси, кашни çынна уйăхсерен тĕрĕс база тупăшне тӳлесси тата ытти те/ пирки ыйтнине хуравланă май Алена Аршинова «Пĕрлĕхлĕ Раççей» унашкал сĕнӳсемпе усă курма пултарайманнине палăртрĕ. Суйлавçăсен шухăш-кăмăлĕпе çапла манипуляци туни, ун шучĕпе, граждансем депутатсене шанма пăрахасси патне кăна илсе пырать. Ку çул ПРшăн юрăхсăр. Вăл патшалăхăн унашал пуçарусем валли укçа çитменнине ăнланать, яваплăха туйса тӳрре кăларма май пур пуçарусемпе ĕçлет. Çав шутра — территорисене хăтлăх кӳресси, шкулсем тăвасси, садиксенчи черетсене пĕтересси тата ытти те.

Апла тăк хайхи Халăх программинче те çакнашкал тĕллевсем пулмалла. Суйлавçăсенчен чи çивĕч ыйтусемпе хăйсен шухăшне пĕлтерме ыйтса партин парламентри элчисем çав сĕнӳсене тĕпе хурса ĕçлеме шантараççĕ. Сĕнӳсен шучĕ 103 пинрен те иртнĕ ĕнтĕ. Кашни çын хăйĕн сĕнĕвне пама пултарать — кашни сĕнӳ Халăх программине йĕркелеме хывнă тӳпе пулĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас