Паян Чӑваш Республикинче стратеги сесси иртрĕ

24 Авăн, 2021

2022 çул - Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ. Вăл мĕнле пулмалла, мĕнле мероприятисем ирттермелле?

Çак тата ытти ыйту çине хурав шырарĕç стратеги сессийенче. Унта пиар-менеджерсем, пресс-служба ĕçченĕсем, маркетологсем, журналистсем хутшăнчĕç. Сессие ЧР Пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Борис Краснов уçрĕ. Вăл Чăваш ен аталанăвне тÿпе хывнă ентешсене асра тытмаллине, вĕсен ĕçесене ăруран ăрăва куçарса пымаллине палăртрĕ. Сессие хутшăнакансем хăйсен шухăшĕсемпе паллаштарчĕç, проекчĕсем çинчен каласа кăтартрĕç. Акă пĕри паттăрсен карттине тума, тепри паллă ентешсен паркне йĕркелеме, виççĕмĕшĕ Яковлев шкулне чертсе тăратма" сĕнчеç. Интерактивлă карта, яталă сайт, Бичурин фестивалĕ тата ытти сĕнчĕç.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас