Партисем суйлав кĕрешĕвне кандидатсен пысăк списокĕсемпе тухаççĕ

20 Утă, 2021

Ытларикун тата тепĕр парти — "Пĕрлĕхлĕ Раççей" — республикăн Патшалăх Канашĕн депутатне суйланмашкăн кандидата тăратнă çынсен списокне Тĕп суйлав комиссине пачĕ.

Партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова палăртнă тăрăх, "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" регион парламентĕнчи йышĕ тĕпрен улшăнмалла — çурри çĕнĕ йыш пулĕ. Вĕсем — врачсем, учительсем, волонтерсем, предприятисен ертӳçисем. Çак çынсем малтанхи сасăлав али витĕр ăнăçлă тухнă — халăх вĕсене шаннине çирĕплетнĕ. Алена Игоревна хăйĕншĕн, унăн партири ĕçтешĕсемшĕн çитес суйлав таса тата тӳрĕ кăмăллă пуласси уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлине пусăм тусах палăртрĕ.

Партин республика парламентне суйланмалли списокĕнче малта — Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Федерацин травматологи центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев тата партин регионти уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ Николай Владимиров. Мĕн пур округпа кĕрешĕве тухакан йышăн тулли списокĕнче вара — çичĕ теçеткене яхăн хушамат. Сăмах май, унта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партире тăман çынсем те пур.

Кăшт маларах хăйсен пĕрлехи округра Патшалăх Канашĕн депутачĕн мандачĕсемшĕн кĕрешекен представителĕсен списокĕсене, тивĕçлĕ документсене ТСКна тата темиçе парти панăччĕ. «Тăван çĕршыв» тăратнă списокра — 30 çын. Раççей коммунисчĕсем пĕрлехи округра кĕрешĕве тата пысăкрах йышпа хутшăнаççĕ — 68-ăн. Либерал-демократсем хăйсен списокне 46 ят-хушамат кĕртнĕ. «Çĕнĕ çынсем» парти, «Симĕссисем» экологи партийĕ, РФ Коммунистсен партийĕ те хăйсен представителĕсене Чăваш Ен парламентĕнче курасшăн — вĕсем те ТСКна документсене, списоксене маларах панă.

Çак ĕç вăраха каймĕ. Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн заместителĕ Игорь Михайлов каланă тăрăх, тата икĕ партирен кăна документсем кĕтеççĕ — вĕсем суйлава хутшăнас кăмăллă пулни паллă. Пĕри — «Тĕрĕс Раççей — Патриотсем — Тĕрĕслĕхшĕн». Иртнĕ шăматкун йĕркеленĕ партконференцире эсерсем кандидата тăратмалли çынсен списокне çирĕплетнĕ — документсене ТСКна килсе памалли çеç юлать.

www.hypar.ru

Комментари хушас