Олег НИКОЛАЕВ: Экономика пандемичченхи шая тухрĕ

17 Нарăс, 2022

Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшĕ историре пуçласа 85 миллиард тенке çитнĕ. Çав шутра хамăрăн тупăш ӳсĕмлине палăртма кăмăллă — вăл 17% хушăнса 46 миллиард тенкĕпе танлашнă.

Çавна май капиталлă строительство объекчĕсем валли ытларах укçа уйăрма пултарнă — 7 миллиард тенкĕ ытла, 2020 çулхинчен 1,5 хут нумайрах. Çакна Олег Николаев Министрсен Кабинечĕн 2021 çулхи ĕçĕ çинчен отчет тунă май «эпир финанс енĕпе çирĕпленнипе» сăлтавларĕ, «йывăрлăха пăхмасăр Чăваш Ен экономика аталанăвĕн пандемичченхи шайне тухнине» çирĕплетрĕ.

Юлашки икĕ çулта республикăра предпринимательлĕхĕн çĕнĕ 985 субъекчĕ ĕçлеме пуçланă, 50 ытла производство хута кайнă, çĕнĕ пин-пин ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Пĕлтĕр тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ 60 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашнă. Умри ĕçсем вара тата пысăк: портфельте — 350 миллиарда яхăн тенкĕлĕх 450 инвестици проекчĕ. Çĕнĕ Шупашкарта уйрăм экономика зони уçăлмалла.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас