Мускаври Мăнкун фестивалĕ Шупашкарта иртнĕ

11 Çу, 2021

Уяв-кану кунĕсен йышлă мероприяти ретĕнче Мускаври йăлана кĕнĕ Мăнкун фестивалĕ хăйне евĕр вырăн йышăнать. Валерий Гергиев ертсе пыракан симфони оркестрĕ Шупашкарта пулни — регионăн культура пурнăçĕнчи пысăк пулăм.

Çакăн пирки культура министрĕ Светлана Каликова ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йĕркелекен черетлĕ планеркăра каларĕ.  Симфони оркестрĕ Шупашкара килнине Олег Николаев паллă пианист Даниил Трифонов пуçарăвĕпе çыхăннине палăртрĕ. Унăн ашшĕ кунта çуралнă, аслашшĕпе асламăшĕ Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнаççĕ. «Даниил Шупашкара пĕлет, кунта çитĕннĕ…» — терĕ Олег Алексеевич. Культура министерствине вара Мариинка театрĕпе тытакан çыхăнусене çирĕплетсех пыма сунчĕ, çакă республикăри культура шайне тата та çӳлерех çĕклеме пулăшĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас