Миçен эпир?

25 Юпа, 2021

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланнă çырав чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕччен тăсăлать. Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура Чăвашстат ертӳçи Эльвира Максимова çирĕплетрĕ.

Ку хутĕнче граждансене çырава патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă хăйсем тĕллĕн хутшăнма та ирĕк панă. Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне çак мелпе республикăра 154 пин çын /13% яхăн/ усă курма ĕлкĕрнĕ. Пĕтĕмпе вара тунтикун тĕлне çырава 237 пин çын /19% яхăн/ хутшăннă. Шел те, чăрмавсăр мар. Çыруçăсем хăйсем чирленĕ тĕслĕх те чылай. Çав шутра 11 çынна ковид ернĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çыруçăсене ку хутĕнче инкексенчен кăна мар, коронавирус ересрен те маларахах страхланă.

Олег Николаев çырав халăх йышĕпе çыхăннă кăтартусем тĕлĕшпе хаклă пулнине пусăм тусах палăртрĕ. Чăваш наци конгресĕн çак кунсенче иртнĕ съездĕнче те ку енĕпе калаçу пулнă та — чăвашсен йышĕпе çыхăннă кăтартусем пушшех кăсăклă. Объективлă ӳкерчĕк пултăр тесен çырава май пур таран ытларах çын хутшăнмалла. Олег Алексеевич патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă кăтартусем памалли майпа усă курма чĕнсе каларĕ. Çапла тăвасси пачах та кăткăс мар. Вăхăт та нумай кирлĕ мар: «Процедура ансат. Манăн пилĕк çынран тăракан çемьепе çыхăннă кăтартусене памашкăн 20-25 минут кăна кирлĕ пулчĕ».

www.hypar.ru
 

Комментари хушас