Манăн пахча наркомана ан илĕрттĕр

14 Авăн, 2021

Çулла-кĕркунне, наркотиклă ӳсен-тăран çитĕннĕ, пулса çитнĕ тапхăрта, наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ çулленех пысăкланать. Шел те, асăннă йышши ӳсен-тăран хăй тĕллĕн те çитĕннисĕр пуçне республикăра ăна акса-лартса ӳстерекенсем те пур.

Çакăн пирки Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссин ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе ытларикун иртнĕ ларăвĕнче калаçу пулчĕ. Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров каланă тăрăх, кантăр, мăкăнь хăй тĕллĕн те, çынсем ятарласа акнипе те ӳсет пулин те хăш-пĕр районта унашкал пĕр тĕслĕхе те тупса палăртман. Шырамасан, паллах, тупаймăн. Шырамалла, тĕп тумалла — наркомансене, наркотиклă хутăшсем сутса услам тăвас кăмăллисене ан илĕртчĕр.

Çийĕнчен вăл темиçе районта наркотиксемпе, наркоманипе кĕрешессипе çыхăннă мероприятисем валли уйăракан укçа виçине чакарнине кăмăлсăрланса палăртрĕ. Унашкаллисен шутĕнче Шупашкар, Етĕрне районĕсене асăнчĕ. Вĕсен ертӳлĕхĕ тӳрре тухма тăчĕ-ха, анчах Олег Николаев халь шăпах муниципалитетсен çитес çулхи бюджечĕсене калăплама тытăннине кура асăннă тăкаксене тĕплĕ шута илмелли çинчен хытарсах каларĕ. Шупашар районĕ халăх йышĕпе пысăккине палăртрĕ: калăпăр, Красноармейски районĕнчен темиçе хут пысăкрах, апла тăк наркомание хирĕç мероприятисем валли те пысăкрах укçа пăхса хăварни вырăнлă.

Ларура çавăн пекех ачасемпе çамрăксен хушшинче вĕсем наркотиксемпе усă курма пултарнине тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ тестировани кăтартăвĕсене тишкерчĕç. Вĕрентӳ министрĕн заместителĕ Ольга Хлебникова пĕлтернĕ тăрăх, 43,5 пин ытла шкул ачине тĕрĕсленĕ — 6,3% тĕлĕшпе пысăк тимлĕх кирлине палăртнă. Ку цифра темиçе хулапа районта вăтам шайран самай пысăкрах. Вĕсен шутĕнче министр заместителĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри районĕсене, ытти хăш-пĕр районпа хулана асăнчĕ. Техникумсемпе колледжсенче вĕренекенсен хушшинче çак кăтарту тата пысăкрах — 7,2%. Аслă шкулсенче — 4,3%.

Çамрăксемпе çыхăннă темăна тăснă май Данис Шакуров наркотиксемпе усă куракансен йышĕнче çул çитменнисем 31-ĕн шутра тăни пирки те пăшăрханса каларĕ. Ачасемпе çамрăксем тунă, наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ кăçал темиçе хут чакнине палăртма кăмăллă, апла пулин те ку лăпланмалли сăлтав мар — сыхлăха чакарма юрамасть.

Наркотиксемпе, наркоманипе кĕрешес тĕлĕшпе, паллах, массăллă информаци хатĕрĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Ларура вĕсем çак ĕçе хывакан тӳпене тишкерсе хакларĕç. Ыйту çивĕчлĕхне пурте ăнланаççĕ — пĕрлехи ĕçе кашниех пултарнă таран кӳлĕнме тăрăшать. Олег Николаев вара ку енĕпе общество пĕрлешĕвĕсен витĕмĕ те пысăк пулмалла тесе шутлать, апла тăк ансат мар ĕçе вĕсене те май пур таран явăçтармалла.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас