Малтисен шутне кĕнĕ

8 Нарăс, 2021

Чăваш Ен цифра енчен вăйлă аталаннă регионсен шутне кĕнĕ. Çакăн пирки Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Михаил Мурашко ертсе пынипе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ.

Пĕлтĕрхи кăтартупа пирĕн республика тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Рейтинга хатĕрленĕ чухне медицинăра пулăшу кÿрессинче цифра сервисĕпе епле усă курнине шута илнĕ. Кунта врач патне электрон мелпе çырăннине, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă рецептсем çырса панине, электрон медицина карттисене ĕçлеттерсе янине, телемедицина технологийĕсене, документсен электрон çаврăнăшне, пациентсен сывлăхне инçет çыхăну мелĕпе тĕрĕслесе тăнине кĕртнĕ.

Пĕлтĕр пирĕн республикăра патшалăхпа муниципалитетăн 2,5 миллиона яхăн пулăшăвне электрон мелпе кÿнĕ. Тухтăр патне çырăнасси халăхра уйрăмах анлă сарăлнă. Кун пек заявкăсен шучĕ 1,4 миллионран иртнĕ.

www.hypar.ru

Вера ИВАНОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас