Лакрей вăрманĕ çумĕнчи çырма калаçтарать

28 Утă, 2021

Шупашкарти Лакрей вăрманĕ çумĕнчи çырма ишĕлсех пырать. Вăл Трусиха юхан шывĕнченех пуçланать.

Ку ыйтăва «Хыпар» хаçатра 2017 çултах хускатнăччĕ. Чăваш Республикин физкультурăпа спорт ветеранĕсен Канашĕн Председателĕ Василий Шоркин пĕлтернипе Юрий Михайловпа Василий Кузьмин журналистсем çийĕнчех унта тухса кайнăччĕ. Чăнах та, çырма çав юхан шывран çурăлса Лакрей вăрманне 100 метр ытла çурса кĕнĕ. Ун пирки çырнă материала тĕп хула администрацине тивĕçлĕ мерăсем йышăнма янă. Хурав çапларах пулнă: «Çырма çурăлса пынине хула администрацинче лайăх пĕлетпĕр. Çитес бюджетра çак ыйтăва татса пама укçа хывса хăваратпăр». Шел те, паянхи куна улшăну çук.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас