Кино та пулĕ, палăк та

29 Пуш, 2021

Культура министрĕ Светлана Каликова Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура хăй ертсе пыракан отрасль хыпарĕсемпе паллаштарчĕ. Вĕсен шутĕнче — Сăр тата Хусан оборона чиккисен строителĕсене халалласа спектакль хатĕрлени.

Фильм та пулĕ — нумаях пулмасть унăн массăллă сценисене ӳкернĕ. Лентăна кĕркунне тĕлне хатĕрлесе çитермелле, уйрăм сыпăкĕсене вара Шупашкарти кинофестивальте кăтартасшăн.

Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсен ячĕпе лартмалли палăк проекчĕн авторĕ те паллă. Конкурсра Константин Фомин çамрăк архитектор çĕнтернĕ. Павел Данилов вице-премьер хутшăннипе Мускавра палăк ыйтăвĕпе канашлу иртнĕ, строительствăн çул-йĕр карттине çывăх вăхăтрах хатĕрлесе çитермелле.

Олег Николаев министерствăна, унăн тытăмĕнчи учрежденисене малашне те çапла хастар ĕçлеме сунчĕ. Ака уйăхĕнче пушшех ĕç нумай. Çав шутра регион ертӳçи Чăваш чĕлхин кунĕпе çыхăннă мероприятисем пулассине аса илтерчĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас