Кая юлман-ха

17 Чÿк, 2015

«Халăх фрончĕ» общество юхăмĕн пуçарăвĕпе пĕлтĕр иртнĕ «Чăнлăх тата тĕрĕслĕх» конкурсра Чăваш Енри виçĕ журналист малти вырăнсене йышăнни çинчен эпир пĕлтернĕччĕ.

Комисси пирĕн ĕçтешсен - Елена Зайцева /«Советская Чувашия»/, Марина Иванова /«Грани»/ тата Дарья Платонова /«Про Город»/ - ăсталăхне пысăк хак панă, социаллă пĕлтерĕшлĕ çивĕч темăсемпе çырнă хайлавĕсене премисемпе чысланă.

ХФĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçин заместителĕ Дмитрий Миненко пĕлтернĕ тăрăх - пичет кăларăмĕсен тата радиотележурналистсен, блогерсен кăçалхи тупăшăвне çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен хальлĕхе 400 ĕç сĕннĕ. Чи хастаррисен йышĕнче - Свердловск /19 конкурс ĕçĕ/, Курган /17/, Челябинск /16/ облаçĕсен тата Пушкăртстан /15 ĕç/ журналисчĕсем. Чăваш Енри ĕçтешсем темшĕн тăхтаса тăраççĕ-ха. Конкурс условийĕсемпе тата ĕçсен тематикипе Халăх фрончĕн «Чăнлăх тата тĕрĕслĕх» фончĕн сайтĕнче тĕплĕнрех пĕлме пулать. Унăн адресĕ: http:\\prav­d.i­spravedeivost.onf.ru\.

Ю.ЛИСТОПАД.

Рубрика: