Интернетран - справка

4 Нарăс, 2021

Ĕçсĕр граждансен социаллă пулăшу пирки е ытти ыйтупа хутсем хатĕрленĕ чухне ĕçпе тивĕçтерекен центртан справка илмелле.

Çак ĕçе халĕ чылай çăмăллатнă, инспектор патне шăнкăравламалла мар, ĕçпе тивĕçтерекен центра çитмесен те юрать. Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хӳтлĕх министерствин интерактивлă порталне кĕмелле çеç. Хушма пулăшусен пайĕнче «Справка илесси» йĕркене пусмалла, мĕн кирлине суйламалла /справка тĕсĕ, ăна илес мел/, унтан ыйтăва ямалла. Электрон майпа алă пуснă справка темиçе минутран хатĕр пулать. Ăна илмелли мелсем: ĕçпе тивĕçтерекен центрта, электрон почтăпа, харпăр кабинетран уçласа илмелле.

Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хӳтлĕх министерствин интерактивлă порталĕнчи харпăр кабинета Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленнисем кĕрееççĕ.

www.hypar.ru Mintrud.cap.ru ÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас