Хăмла туса илмелли çул-йĕре палăртрĕç

27 Утă, 2017

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнче «Урпа, салат, хăмла тата сăра» Атăлçи уй кунĕ иртрĕ. Мероприятие пухăннисем малтан Çĕрпÿри «Чăвашхăмлапром» АУОра тулли хăватпа гранула туса кăларакан комплекслă оборудованин ĕçĕпе паллашрĕç. Германи техники сехетре 1500 кг гранула хатĕрлет. Анчах ăна валли чĕр тавар çителĕксĕр. Ун хыççăн ял хуçалăх культурисене тĕпчекен институтăн хăмла плантацийĕнче пулчĕç.

Кăнтăрла иртсен Культура çуртĕнче канашлу пулчĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Патшалăх Думин депутачĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕн представителĕсем, Германи тата Чехи хăнисем, район администрацийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Канашлăва хутшăнакансем хăмла отрасльне аталантармалли çул-йĕре палăртрĕç. Мероприятие Раççей хăмлаçисен союзĕн президенчĕ Александр Мордовин уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас