Халăхпа пĕр чĕлхе тупаççĕ

2 Пуш, 2021

Правительство çуртне ЧР Общество палатин членĕсемпе республикăри общество канашĕсен представителĕсем пуçтарăнчĕç. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Общество палатин председателĕ Алексей Судленков тата ыттисем хутшăнчĕç.

— Общество субъекчĕсем халăхпа патшалăх тата муниципалитет органĕсен хушшинчи çыхăнăва йĕркелеме, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пулăшаççĕ. Тĕрлĕ саккун проекчĕсене сӳтсе явнă чухне общество хастарĕсен шухăшне пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех вĕсем çынсен ыйтăвĕсене татса парас енĕпе пуçаруллă. Конституцие улшăнусем кĕртес енĕпе иртнĕ сасăлав тата суйлав вăхăтĕнче пысăк ĕç турĕç, — терĕ Олег Алексеевич.

Общество палатин экономика, транспорт, туризм енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ертӳçи Ванифатий Шайкин каланă тăрăх, Чăваш Енре общество тĕрĕслевĕн 46 субъектне туса хунă. Вĕсем республика аталанăвĕнче пысăк тӳпе хываççĕ. Акă кăçал Общество палатин членĕсем «М-12» автомагистрале тăвассипе тата муниципалитет пуçлăхĕсене суйлассипе çыхăннă ыйтусене районсемпе хуласенче пурăнакансемпе тишкернĕ. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăнсем çынсенчен килекен çăхавсене вырăна тухса тĕрĕслеççĕ, ыйтăва епле татса памалли пирки палăртаççĕ. Общество палатин хастарĕ Этнер Егоровăн шухăшĕпе, çынсен кăмăлĕ вырăнти лару-тăруран нумай килет. «Калăпăр, картишре таса та илемлĕ, унта ача-пăча тата спорт лапамĕсем пур тăк, кил умĕнчи паркра е скверта хăтлă пулсан вăл епле ан савăнтăр. Телее, ку енĕпе юлашки çулсенче чылай ĕç турĕç. Картишсем хитреленеççĕ, канмалли вырăнсем нумайланаççĕ», — терĕ вăл «Хула хутлăхне хăтлăлатасси» проект пирки каласа кăтартнă май.

Общество палатин аппарачĕн ертӳçи Евгений Бондарев коммерцилле мар организацисене тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртме грантсемпе хавхалантарни ырă витĕм кӳнине палăртрĕ. Вĕсем валли республикăра çулталăкра 20 миллион тенке яхăн уйăраççĕ. Тĕрлĕ министерствăпа ведомство çумĕнче ĕçлекен общество канашĕсен представителĕсем те сăмах пачĕç. Транспорт министерстви çумĕнчи общественниксем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинче автобуссем япăх çӳрени, автовокзалсемпе автостанцисем хупăнни пирки пăшăрханса калаçрĕç. Вĕрентӳ сферин представителĕ çамрăксемпе ĕçлес енĕпе çитменлĕхсем пуррине палăртрĕ, çавна май ятарлă комитет туса хума сĕнчĕ. Ветеринари службин общество хастарĕсене килсĕр йытăсем нумайланни кулянтарать, çавна май килти чĕрчунсене учета илес ĕçе пуçарма хушрĕç. Çавăн пекех хулара зоопарк уçма сĕнчĕç. Сывлăх сыхлавĕнчи общественниксене медицина ĕçченĕсем çитменни шухăшлаттарать.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас