Электричествăшăн, шывшăн, ăшăшăн, юсавшăн — пĕтĕмпех пĕр вырăнта

4 Пуш, 2021

Çĕмĕрле хулинче пурăнакансем «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АОн /РусГидро ушкăна кĕрет/ Çĕмĕрлери районсен пĕрлехи уйрăмĕнче çынсен ыйтăвĕсене мĕнле татса панипе чăннипех кăмăллă. Уйрăм иртнĕ çултанпа «пĕр чӳрече» принциппа ĕçлет те — питĕ хăтлă тата меллĕ.

Кунта хула çыннисем электроэнергипе, сивĕ шывпа усă курнăшăн, каяш шывсене юхтарса кăларнăшăн, вĕри шывшăн, хваттере хутса ăшăтнăшăн, çавăн пекех çурт-йĕре юсанăшăн тата тытса тăнăшăн тӳлеме пултараççĕ. Унсăр пуçне электроэнергипе сивĕ шыв кăтартăвĕсене пама май пур.

— Районсен пĕрлехи уйрăмне килетĕн те пĕтĕмпех тӳлетĕн – чăннипех питĕ меллĕ. Эпĕ Çĕмĕрлере нумай çул пурăнатăп. Çакăн пек пысăк компани хăйĕн çине яваплăх илсе темиçе организаци ĕçне тивĕçтерни питĕ савăнтарать. Чăваш энергосбыт компанийĕ шанчăклă, социаллă яваплăха туякан организаци пулни те шанăçа çирĕплетет, — терĕ пире кунта хăйĕн ĕçĕпе килнĕ Вера Васина.

Аса илтерер: 2020 çулхи юпа уйăхĕнче Чăваш энергосбыт компанийĕ Çĕмĕрле хулинчи «Таса шыв» МУПпа килĕшӳ тунăччĕ. Çав кунран тытăнса ЧЭСК ĕçченĕсем коммуналлă пулăшу ĕçĕсен потребителĕсен лицевой счечĕсен кăтартусен базине тытса пыраççĕ, тӳлевсен виçине шутласа палăртаççĕ, потребительсене тӳлев докуменчĕсене ярса параççĕ, шывпа усă курнине, каяш шывсене юхтарса кăларнине шута илекен приборсен кăтартăвĕсене йышăнаççĕ.

Унсăр пуçне Çĕмĕрлери муниципалитетăн ăшăпа, шывпа тата вĕри шывпа тивĕçтерекен предприятийĕпе пĕрле ĕçлессине йĕркеленĕ. Хула çыннисем хваттерсене хутса ăшăтнăшăн тата вĕри шывпа тивĕçтернĕшĕн те кунтах тӳлеççĕ. «Грант» тата «Пирĕн çурт» ОООсемпе йĕркеленĕ ĕçтешлĕх вара коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн /нумай хваттерлĕ çуртсен юсавĕ тата вĕсене тытса тăни/ тӳлевсем йышăнма май парать.

— Шывпа, электричествăпа çыхăннă ыйтусене татса парасси, çурт-йĕре юсанăшăн тата тытса тăнăшăн тӳлесси — çакă пĕтĕмпех пĕр вырăнта пулни Çĕмĕрлесемшĕн питĕ меллĕ. Ку енĕпе эпир малалла ĕçлĕпĕр, клиентсен ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăннă чикĕсене татах анлăлатăпăр. Çак опыта Чăваш энергосбыт копанийĕн районсен пĕрлехи ытти уйрăмĕнче те ĕçе кĕртесшĕн, — пĕлтерчĕ ЧЭСКăн ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров.

Çĕмĕрлере пурăнакансем электроэнергие, сивĕ шыва шута илекен приборсен кăтартăвĕсене кашни уйăхăн 15-25-мĕшĕсенче районсен пĕрлехи уйрăмне пырса е Çĕмĕрлери пĕрлехи çак телефонпа пĕлтерме пултараççĕ: 8/83536/ 2-99-39.

Аса илтеретпĕр: приборсен кăтартăвĕсене ЧЭСКăн онлайн-сервисĕсем урлă та пама пулать:

— организаци сайтĕнчи «Клиентăн уйрăм кабинетĕнче»;

— «Клиентăн уйрăм кабинечĕ» сервисăн мобильнăй версийĕ урлă;

— Вайберти чат-бот. Счетчик кăтартăвĕсене уйăхăн 15-25-мĕш кунĕсенче талăкăн хăвăршăн меллĕ кирек хăш вăхăтĕнче те пĕлтерме пулать, çав шутра — уяв тата кану кунĕсенче те;

— «Перекет банкĕ-онлайн» сервис урлă /кашни уйăхăн 15-25-мĕш кунĕсенче/;

— ЕКЦ урлă çак телефонсемпе: 8-8352-36-80-03, 8-800-200-07-42 /шăнкăрав тӳлевсĕр/.

www.hypar.ru

Комментари хушас