Экономика валли çĕнĕ кадрсем хатĕрлĕç

28 Авăн, 2021

Паян Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнче паян çĕнĕ самана ыйтакан професси хатĕрлевĕн центрĕ уçăлчĕ.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Дмитрий Захаров, професси пĕлĕвĕ паракан колледжсемпе техникумсен ертӳçисем хутшăнчĕç.

Пухăннисене химиксен хулинчи химипе механика техникумĕн директорĕ Елена Пристова хăйсен çĕнĕ проекчĕпе паллаштарчĕ. Елена Юрьевна маларах Кемерти, Мускав облаçĕнчи çакăн йышши центрсен ĕçне кайса курнă. Вăл каласа панă тăрăх, асăннă центр паянхи экономика валли кирлĕ кадрсене хăвăрт хатĕрлеме май парĕ. Мĕнле компетенцисем, еплерех кадрсем кирлĕ паянхи кун – йăлтах кунта татса парĕç. «Кадрсем йăлтах татса параççĕ», - тени кивелмен-ха. Çĕнĕ Шупашкарсем асăннă центра Раççейре чи лайăххисенчен пĕри тума палăртаççĕ.

Роза ВЛАСОВА сăн ÿкерчĕксем

www.hypar.ru

Комментари хушас