Çил-тăман çула «тухатать»

15 Кăрлач, 2021

Правительство çуртĕнче çул çинчи лару-тăру енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Транспорт министрĕ Владимир Осипов пĕлтернĕ тăрăх, çил-тăмана пула çул çинче аварисем пулман. «Анчах хăш-пĕр вырăнта «пăкăсем» пулнă, уйрăмах тăвайккинчен хăпарнă çĕрте. Юнкăпуç, Шăхасан, Кувакино, Тĕрлемес çывăхĕнче çакнашкал тĕслĕхсем пулнă», — терĕ вăл. Çулсене юртан тасатмашкăн 398 автотехникăна явăçтарнă. Анчах вĕсем пур çĕре те çитеймен. Министр юр пуçтаракан техника та çителĕксĕр пулнине палăртрĕ.

Ĕнер çул çинче инкеке лекнисене пулăшма МЧС ĕçченĕсем те тухнă. МЧСăн Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Валерий Зеленин каланă тăрăх, çул çинче кĕрсе ăшăнмалли 27 пункт йĕркеленĕ. ÇÇХПИ пуçлăхĕ Владимир Романов сăмахĕ тăрăх, районсенче, уйрăмах аякри ялсенче, çулсене япăх тасатаççĕ, çавăнпа шкул ачисене илсе çӳрекен тата пассажирсене турттаракан автобуссем йывăрлăха кĕрсе ӳкеççĕ.

Гидрометеоцентр специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, ыран та çил-тăманлă çанталăк пулать. Çавна май ГКЧС пуçлăхĕ Вениамин Петров çул-йĕр предприятийĕсене хатĕр пулма, автомобилистсене çул çине тухассинчен тытăнса тăма сĕнчĕ.

www.hypar.ru 

Комментари хушас