«Чувашия-Мед» – чăнласах УСĂ КУРМАЛЛИ полис!

2 Ака, 2021

«Çырăнма çук», «сире кунашкал сиплевпе тивĕçтермелле мар», «май пур, анчах — укçалла», «тӳлевсĕрри пĕтрĕ», «хăвăртрах кирлĕ-и? — тӳлевлĕ»… Сиплев учрежденийĕсенче çапла каланине çине-çинех илтеççĕ те, паллах, пациентсен кăмăлĕ хуçăлать. Çапла пулмасăр! ОМС полисĕ пур, анчах унпа мĕншĕн усă курма çук?

Сире хуравлатпăр: ПОЛИСПА УСĂ КУРМА ПУЛАТЬ! Енчен те Эсир «Чувашия-Мед» компанире страхланнă пулсан! Тĕрĕслĕх шыранă май тепĕр чухне тавлашма, ятлаçма та кирлĕ мар — хăвăрăн кăмăлăра тата ыттисен кăмăлне пăсни кăна. Хăвăрăн страховани представителĕнчен пулăшу ыйтăр е «Чувашия-Мед» компанин «хĕрӳ лини» телефонĕпе 8-800-250-02-26 номерпе шăнкăравлăр. Страхлакан компани специалисчĕсем лару-тăрăва ăнлантарса парĕç, кирлех тĕк Сирĕн саккунпа килĕшӳллĕн пулмалли тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕпе усă курмалли правасене хӳтĕлеме пулăшĕç.

Тĕслĕхрен, нумаях пулмасть «Чувашия-Мед» компанирен пĕр пациентка пулăшу ыйтнă. Госпитализаци валли унăн чĕрине УЗИпе тĕрĕслеттермелле пулнă, анчах ăна направлени паман. Хĕрарăм пулăшу ыйтнă хыççăн страхланă çынсен прависене хӳтĕлекен пай пуçлăхĕ Сергей Кузнецов поликлиника администрацийĕпе çыхăннă та — ыйту часах татăлнă: пациента направлени панă, вăл УЗИ мелĕпе сывлăхне тĕрĕслеттернĕ.

Мĕн пуррипе, хăвăра тивĕçлипе усă курма ан именĕр! Обязательнăй медицина страхованийĕн укçипе медицина пулăшăвĕпе тӳлевсĕр усă курмалли майсем çинчен тĕплĕн пĕлмешкĕн страхлакан «Чувашия-Мед» компанирен пулăшу ыйтăр. Тăкака сирĕн полис саплаштарма пултарать тĕк — мĕншĕн хăвăрăн укçăра тӳлемелле? «Чувашия-Мед» СК «хĕрӳ лини» телефонĕ — 8-800-250-02-26 /талăкĕпех ĕçлет, шăнкăрав тӳлевсĕр/. Шăнкăравлăр е «Чувашия-Мед» компанин хăвăрăн поликлиникăри страховани представителĕнчен тӳррĕнех пулăшу ыйтăр.

Тĕплĕнрех информацие, çавăн пекех страховани представителĕсен телефонĕсене chuvmed.ru сайтра, «Контактра» ушкăнра — vk.com/chuvashiamed е Инстаграмра chuvashiamed адрессемпе тупма пултаратăр.

СТРАХЛАННĂ ÇЫНСЕН ПРАВИСЕНЕ ХӲТĔЛЕССИ – «Чувашия-Мед» компани ĕçĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ енĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас