Чиркĕве çӳрессинчен тытăнса тăрасчĕ

25 Раштав, 2020

Коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, килте сипленекен пациентсемпе ĕçлеме 770 медике тата 205 автомашина явăçтарнă. 6140 пациента эмелпе тивĕçтернĕ. Стационарта 2400 çын сипленет, вĕсенчен 57-шĕ ИВЛ аппаратпа сывлать. 980 çын реабилитаци тухнă, хальхи вăхăтра 150 çын сиплев курсĕ илет», — терĕ Владимир Геннадьевич. Коронавирус инфекцийĕнчен хӳтĕлекен прививкăна 268 çынна тунă.
Аса илтеретпĕр, прививкăна чи малтан медиксене, педагогсене, социаллă служба ĕçченĕсене тăваççĕ. Грипран 643 пин ытла çынна /52 %/ прививка тунă, тепĕр 11 пин доза илсе килнĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, коронавируспа чирлекенсен шучĕ икĕ процент ӳснĕ. «Ку тапхăрта 40-49 тата 60-69 çулсенчи çынсем ытларах чирлеççĕ. Коронавирус инфекцийĕ ернипе 12 шкулти 11 класа дистанци мелĕпе вĕренме куçарнă. Вĕсенче пĕр е икĕ тĕслĕх тупса палăртнă. Çемьепе чирленĕ тĕслĕхсем те пур. ОРВИпе чирлекенсен йышĕ 5 процент чакнă, 15-17 çулсенчи çамрăксем ытларах чирлеççĕ. Пневмонипе 975 çын аптранă, вĕсенчен 46 проценчĕ коронавируса пула амаланнă», — терĕ Надежда Феофановна. Вăл кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Раштав уявĕнче, чиркĕве çӳрессинчен, уйрăмах 65 çултан аслăраххисен, тытăнса тăмаллине палăртрĕ. Тĕн учрежденийĕсене асăрханулăх мерисене пăхăнма хушрĕ: дезинфекци тумалла, чиркĕве çӳрекенсене маскăсăр тата чирлĕ çынсене кĕртмелле мар. Çавăн пекех Кăшарни кунĕнче, кăрлачăн 19-мĕшĕнче, хăрушсăрлăх мерисене тĕпе хумалла.

Алла Салаева вице-премьер мобильлĕ ушкăнсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ку эрнере вĕсем 2000 объекта тĕрĕсленĕ. «90-шĕнче çитменлĕх тупнă, предприятисен тата уйрăм çынсен тĕлĕшпе протокол çырнă. Автобуссемпе троллейбуссенче те çитменлĕх нумай пулнă. Шупашкар, Вăрмар, Элĕк районĕсенчи, Шупашкарпа Канаш хулисенчи мобильлĕ ушкăнсем уйрăмах аван ĕçленĕ», — терĕ Алла Леонидовна.

www.hypar.ru

Комментари хушас