Чи тивĕçлисем çĕнтернĕ

10 Утă, 2020

ЧР Ял хуçалăх министерствинче пĕчĕк формăллă хуçалăхсене грантпа тивĕçтерес енĕпе иртнĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕç.

Кăçал «Фермер ĕçне пуçăнакан» гранта 21 çын тата 4 ял хуçалăх потребительсен кооперативĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.

«Агростартап» конкурса 83 çын заявка тăратнă, вĕсенчен 11-шĕ çĕнтернĕ. Çавăн пекех халĕ çемье фермине аталантарас текенсенчен июлĕн 19-мĕшĕччен заявкăсем йышăнаççĕ.

ШУХĂШ

Александр БОГДАНОВ, «ЧР Апат-çимĕç фончĕ» пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ:

— «Агростартап» конкурсăн комисси членĕсен йышĕнче эпĕ те пултăм. Чăн та, конкурса чылай çын хутшăнчĕ. Чи тивĕçлисене, ялта ĕçлес текенсене суйласа илтĕмĕр.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас