Чăваш юманĕ – иккĕмĕш вырăнта

24 Авăн, 2020

«2020 çулхи Раççейри йывăç» конкурс малалла пырать. Сасăлав юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленĕ.

Конкурса çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи 12 йывăç хутшăнать. Чăваш юманĕ хальлĕхе иккĕмĕш вырăн йышăнать. Дагестанри Дербент хулин кивĕ пайĕнче ÿсекен тухăç платанĕнчен пĕр шухăшлăн сасăласан çăмăллăнах иртейĕпĕр.

Муркаш районĕнчи Ильинкăри вăрман хуçалăхĕнче ÿсекен 369 çулхи йывăçшăн Rosdrevo.ru сайтра сасăлама пулать. Юманăн конкурсри номерĕ – тăваттă. Аса илтерер: хăватлă йывăç çÿллĕшĕ – 24 метр, вуллин сарлакăшĕ – 1 метр та 82 сантиметр.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ. Rosdrevo.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментари хушас