Чăваш театрĕнче «çăлтăрсене» кĕтеççĕ

3 Авăн, 2021

Культура учрежденийĕсенче çĕнĕ сезон пуçланать. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ те куракансене йышăнма хатĕрленет.

Тетарăн 62-мĕш сезонĕ авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Гофман юмахĕсем» оперăпа уçăлĕ. Ку сезонти çĕнĕлĕхсенчен пĕри вăл — «Çын сасси» моноопера. Унта тĕп партине РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Мария Еланова юрлĕ. Тепĕр çĕнĕ спектакль — «Симфони ташшисем» пĕр актлă балет. Ăна Сергей Рахманинов музыкипе усă курса лартнă. Балета Чăваш патшалăх академи симфони капеллипе пĕрле хатĕрленĕ. Ачасем валли «Дюймовочка», «Али-баба» музыка юмахĕсем, «Кентервильское привидение» мюзикл кăтартĕç. Театрăн илемлĕх ертӳçи — тĕп режиссерĕ Максим Жучин каланă тăрăх, ку сезонта та йăлана кĕнĕ 4 фестиваль иртĕ. Унта Мускаври Пысăк, Мариинка тата Питĕрти театрсен солисчĕсем хутшăнĕç. Чăваш театрĕнче çамрăк юрăçсен Пĕтĕм тĕнчери конкурсĕ пулĕ. Çавăн пекех Шупашкара Пушкăртпа Коми республикисенчи театрсем килĕç, чăваш артисчĕсем вĕсен патне кайса пултарулăхпа паллаштарĕç.

Театр директорĕ Валерий Клементьев пĕлтернĕ тăрăх, театр ĕçне кĕртнĕ тепĕр çĕнĕлĕх вăл — вырсарникун абонеменчĕ. Çак абонемента туянакансем кашни уйăхра Мускавпа Питĕртен килнĕ çăлтăрсен концертне курма пултараççĕ. Калăпăр, авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Акăш кӳлли» балетра Пысăк театр солисчĕсем Антонина Чапкинăпа Фуад Мамедов ташлĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас