"Чӑваш пики - 2020" конкурс иртет

19 Раштав, 2020

Ҫамрӑксен театрӗнче паян чӑваш хӗрӗсем "Чӑваш пики - 2020" ята ҫӗнсе илессишӗн тупӑшаҫҫӗ. Коронавирус пандемине пула конкурсантсем хӑйсен пултарулӑхӗпе видео материалсем тӑрӑх паллаштараҫҫӗ.

Кӑҫалхи тупӑшӑва Чӑваш Республикинчи районсемпе хуласенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Пушкӑрт Республикинчи, Тюмень хулипе облаҫӗнчи хӗрсем, пурӗ 21 пике, хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен ӑсталӑхӗпе пултарулӑхне ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин ертсе пыракан жюрисен ушкӑнӗ хаклать.

Конкурса ЧНК президенчӗ Николай Угаслов уҫрӗ, хӗрсене ӑнӑҫу сунчӗ. Пикесем пурте маттур, кашниех вӑл е ку енӗпе пултаруллӑ. "Чӑваш пики" ята кӑҫал кам тивӗҫӗ? Кӑшт каярахпа пӗлӗпӗр.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сӑн ӳкерчӗкӗсем.

Рубрика: 

Комментари хушас