Çĕнĕ учрежденисем хута кайĕç

12 Çу, 2021

Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче çĕнĕ спорт учрежденине туса хурасси çинчен спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Рябинина пĕлтерчĕ.

«11-мĕш спорт шкулĕ» бюджет учрежденийĕ тĕпрен илсен вăйă спорт тĕсĕсене аталантарас енĕпе ĕçлĕ. Çав шутра — волейбол. Республикăра çак вăйăпа кăсăкланакан нумай, спорт ăмăртăвĕ те йышлă — шкул ăна аталантарма пулăшĕ. Вăл Шупашкарти Канаш çулĕ, 29 адреспа — Олимп резервĕсен ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене хатĕрлекен шкулĕн никĕсĕ çинче — вырнаçĕ. Унта халь капиталлă юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Çĕнĕ шкулăн штачĕ 18 единицăпа танлашĕ.

Çĕнĕ тепĕр учреждени вара Пичет çуртне хирĕçех пулĕ — Иван Яковлев проспектĕнчи 2-мĕш çуртра тĕпленĕ. Правительство «Чăваш Республикин регионăн туянакан центрĕ» хысна учрежденине туса хурассине ырларĕ. Тариф службин ертӳçи Надежда Колебанова çак центр тĕллевĕсем çинчен каланă май чи малтан вăл патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем туяннă чухне коррупцирен сыханассине тивĕçтерме кирлине палăртрĕ. Туяну ĕçĕн пахалăх ӳсĕ, контрактсене пурнăçлассине сăнаса тăрасси çирĕпленĕ тата, паллах, укçа перекетленĕ. Центр республика шайĕнче кăна ĕçлемĕ, муниципалитетсене те пулăшĕ.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас