Бюджета ăнăçлă пурнăçласси иккĕленÿсĕр

12 Çурла, 2020

Коронавирус инфекцине пула регионсен бюджечĕсен тухса ÿкекен тупăшне саплаштарма Раççей Правительстви икĕ ăстрăмпа — çу тата утă уйăхĕсенче — 100-шер миллиард тенкĕ уйăрнă. Çак виçерен Чăваш Ен те пысăк укçа илнĕ: малтан — 272 миллион, унтан — 1330 миллион тенкĕ. Çакăн çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн паян республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтерчĕ.

Çавна май, вăл çирĕплетнĕ тăрăх, республикăн кăçалхи бюджетне пурнăçлас тĕлĕшпе иккĕленÿ пулма пултараймасть. Пандеми тапхăрĕ регионăн хăйĕн тупăшне витĕм кÿнĕ, çур çулхи пĕтĕмлетÿсем вăл чакнине кăтартнă, анчах çурла уйăхĕ çитнĕ май хамăрăн тупăш та пысăкланса пыни сисĕнет. Уйрăм налуксене пухас тĕлĕшпе кăтартусем Атăлçи округĕн шайĕнче те лайăх пулнине кура шанăç пушшех пысăк.

Хайхи тухса ÿкекен тупăшсене саплаштарма панă укçапа вара вара тухăçлă усă курнă: ăна больницăсенчи койка-вырăнсен шутне ÿстерме, медучрежденисене оборудованипе тивĕçтерме, медиксене, социаллă ĕçченсене хавхалантарма, ĕçлеве тĕревлеме, ытти валли янă.

Бюджета мĕнле пурнăçланине тишкернĕ май ачасене шкула кайма хатĕрлемешкĕн 5-шер пин тенкĕ пама йышăнни пирки те сăмах пулчĕ. Пĕтĕмпе 130 миллион тенкĕ уйăрнă. Укçана çемьесем пурте илмен-ха — вĕсем ыйтса çырнине кура тÿлеççĕ. Олег Николаев авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 1-4-мĕш классенче вĕренекенсене шкулта тÿлевсĕр апатлантарассине йĕркелесси тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ. Çак ĕç федераци укçипе пурнăçланĕ — 246 милион тенкĕ уйăрнă. Çийĕнчен вĕрентÿ министрне çитес тунтикунхи планеркăра шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлени çинчен каласа памашкăн хатĕрленме хушрĕ, ыйтусем, çав шутра федераци центрĕпе çыхăнса татса памаллисем, пуррине аса илтерсе вĕсене те çĕклеме сĕнчĕ.

Вĕрентÿпех çыхăннă тепĕр тема та пулчĕ. Сергей Яковлев министр ял-поселока, 50 пин çын таран пурăнакан хуласене ĕçлеме каякан учительсене компенсаци тÿлевĕ памалли йĕркепе паллаштарчĕ — ăна çирĕплетрĕç. Сăмах Президент çирĕплетнĕ «Земство учителĕ» программăна пурнăçласси пирки пырать. Документра ялта 5 çултан кая мар ĕçлеме контракт тăвакан вĕрентекенсене 1 миллион тенкĕ тÿлессине плăртнă. Укçа илекенсем унпа хăйсем пĕлнĕ пек усă курма пултараççĕ. Министр пĕлтернĕ тăрăх, асăннă программăпа кăçал республикăра 4 вĕрентекенпе контракт тăвĕç. Иккĕшĕ, акăлчан чĕлхине вĕрентекенсем, Муркаш районĕнче ĕçлеме тытăнĕç, тата иккĕшĕ — физика тата акăлчан чĕлхин предмечĕсен вĕрентекенĕсем, Çĕмĕрле тăрăхне кайĕç.

Инвестици ĕç-хĕлне пулăшасси çинчен калакан саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ. Республика тулашĕнчи компанисем, вĕсен кунти уйрăм тытăмĕсем регионта 50 миллион тенкĕрен кая мар инвестици хывсан çăмăллăхпа усă курма пултарĕç — усламран илекен налук 3% пĕчĕкленĕ. Олег Николаев пуçарăва ырланипе пĕрлех инвестицисене çапла налук çăмăллăхĕсемпе усă курса хавхалантарас çулпа малалла утма сĕнчĕ — çакă регион экономикин аталанăвне пулăшĕ.

Çăмăллăхсемпех çыхăннă тепĕр ыйту — агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсене пулăшасси. Хальччен çĕр улми, пахча-çимĕç управĕсем, фермăсем тума республика бюджетĕнчен субсиди панă. Халь вара çак список анлăланать. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов малашне тырра, çу культурисене тĕплĕ тирпейлмелли, пулă консервламалли об±ектсем тăвассине те субсидилессине çирĕплетрĕ. Тырă тĕлĕшпе субсиди тăкаксен 20 проценчĕпе танлашĕ, пулă тĕлĕшпе — 25%. Регион ертÿçи кăсăкланчĕ: республикăра пулă, рак евĕр чĕр чунсене типейлес енĕпе ĕçлекенсем пулĕç-и? Министр таткăлă хуравларĕ: пур, татах пулĕç. Хамăр патра тытнă тата çитĕнтернĕ пулла та, ютран туянса кÿрекеннине те тирпейлеççĕ.

Сергей Артамонов ял хуçалăхне аталантармалли программăна улшăнусем кĕртес ыйтупа та сăмах илчĕ. Уйăракан укçа виçи 123 миллион тенке яхăн хушăнать, çапла вара республика бюджетĕнчен ял хуçалăхне пулăшма уйăракан укçан кăçалхи пĕтĕмĕшле виçи 2582 миллион тенкĕпе танлашĕ.

Кăçалхи иккĕмĕш кварталшăн çын пуçне пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çирĕплетесси те тавлаштармарĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, вăл 9763 тенкĕпе танлашĕ — умĕнхи кварталтинчен 5,1% — 478 тенкĕ — пысăкрах. Çак ÿсĕм тĕпрен илсен апат-çимĕç хакланнипе никĕсленнĕ.

Ял хуçалăх çĕрĕсене ытти тĕллев валли куçарассине те хăвăрт татса пачĕç. Калаçу — пĕтĕмпе 27 гектар йышăнакан темиçе лаптăк тавра. Пĕри Шупашкар районĕнче вырнаçнă, вăл пысăк мар. Куславкка районĕнче вара — 21 гектар. Çав çĕрсем карбонат вырăнĕсене тĕпчемелли геологипе разведка ĕçĕсене пурнăçлама кирлĕ. Лару Министрсен Кабинечĕн маларах кăларнă хăш-пĕр йышăнăвне кĕртмелли улшăнусене ырланипе вĕçленчĕ.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас