Атăлçи тăрăхĕнчи студент отрячĕсем Чăваш Ене килĕç

17 Нарăс, 2021

"Эпĕ те сирĕн пекех хастар студент пулнă. Шупашкарти коопераци институтĕнче вĕреннĕ чухне студентсен отрячĕн йышĕнче Астрахань облаçне помидор пуçтарма кайнăччĕ. 40 градус шăрăхра купальникпе ĕçлерĕмĕр, ÿт вăйлă хăмăрланнăччĕ. Çавăнтах çĕлен шуса çÿретчĕ", — аса илчĕ çамрăклăхне Шупашкарти коопераци техникумĕн директорĕ Лидия Таланова. Паян, Раççейри студентсен отрячĕсен кунĕнче, çак юхăма парăннисем чи кăсăклă самантсем пирки каласа кăтартрĕç.

Ку уява РФ Президенчĕн Владимир Путинăн 2015 çулта алă пуснă указĕпе килĕшÿллĕн паллă тăваççĕ. Сăмах май, Раççейри студентсен отрячĕсен Чăваш Енри уйрăмĕ 20 çул каялла йĕркеленнĕ. Çак тапхăрта ку юхăма 55 пин ытла студент тăнă. Паян хастарсем И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменĕнче пуçтарăнчĕç.

Пирĕн боецсем — чи лайăххисен йышĕнче. Çакна Раççейри студентсен отрячĕсен тĕп штабĕн командирĕ Михаил Киселев телекӗпер урлă салам вĕçтернĕ чухне те палăртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев стипендие тивĕçнĕ боецсене свидетельство парса чысларĕ. Республика ертÿçи çамрăксене саламланă вӑхӑтра çак юхăмра тăракансен çĕнĕ паллашусем йĕркелеме, ăсталăха аталантарма май пуррине палăртрĕ. Ырă хыпар та пĕлтерчĕ: федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи студентсен отрячĕсен слечĕ кăçал Чăваш Енре иртĕ. Пирĕн республикăна 14 регионти 300 ытла çын килĕ.

www.hypar.ru Ирина КОШКИНА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас