Ачасем шкулти апатпа кăмăллă

27 Ака, 2021

Паян ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ЧР Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева ĕçлĕ çул çӳревре Етĕрнере пулчĕ. Вӑл 3-мĕш шкулта йĕркеленĕ «Етĕрне районĕнчи вĕрентӳ тытăмĕн аталанăвĕ» семинар-ларăва хутшăнчĕ.

Чи малтанах хулари 3-мĕш шкулти столовăйра пулчĕ, унти вĕренекенсене вĕри апатпа еплерех тивĕçтернипе кăсăкланчĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе те кун пирки калаçу ирттерчĕ.

«Шкулта пĕçерекен апата ачасем юратсах çиеççĕ. Ытларах вĕсене çĕр улми нимӗрӗ, катлет, пахча çимĕçрен хатĕрленĕ салат килĕшнине палăртаççĕ», — терĕç вĕсем. Çавăн пекех 2020 çулта физика кабинетне те çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ.

Семинарта тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Сăмахран, шкулта çамрăк вĕрентекенсем çитмеççĕ. Алла Леонидовна палăртнă тăрăх, вĕсене илĕртме тата тăван тăрăхрах юлма ытларах условисем туса памалла.

Алла Салаева «Присурье» физкультурăпа спорт комплексĕнче те пулчĕ. Унсăр пуçне хулари агротехникумăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Çавăн пекех Хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсемпе, хула администрацийĕнче депутатсемпе тĕл пулса социаллă отрасльти çивĕч ыйтусене сӳтсе яврĕç.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас