Наркомани: кая юлсан каю шăтать
22 Sep, 2016 | Сывлăх

Кăçалхи 8 уйăхра республикăра наркотиксемпе усă куракансен шучĕ 13% чакнă. ЧР наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн юнкунхи ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак цифрăна асăннинчен пуçларĕ те — пăшăрханма сăлтав çук пек. Çапах Михаил Васильевич шучĕпе — хăрушлăх пурпĕр пысăк, мĕншĕн тесен «çын наркотиксен авăрне лекни уншăн хăйĕншĕн кăна мар, çемйишĕн те пысăк хуйхă, инкек».

Çавăнпах ларăвăн кун йĕркине наркотиксемпе тата психотроплă хутăшсемпе усă куракансене тупса палăртассипе çыхăннă ĕçе вăйлатассине кĕртнĕ. «Шурă вилĕм» тыткăнĕнчи çынсен çурринчен ытларах пайĕ — 18-30 çулсенчи вăйпитти çамрăксем. Хăшĕсем пурнăçри йывăрлăхсене тÿсеймесĕр наркотиксемпе, ĕçкĕпе туслашаççĕ теме пăхаççĕ. Анчах йĕркеллĕ пурăнас тĕллевлĕ çын валли паян çапла тумашкăн майсем пур. Ĕçсĕрлĕх пысăк тени те, иккĕленмест Михаил Игнатьев, сăлтав мар. Чăваш Енре вакансисен шучĕ ĕçсĕррисен йышĕнчен темиçе хут пысăкрах. «Çапла, «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем тулли хăватпа ĕçлеймеççĕ, çапах вĕсен кал-кал ĕçлесе каяс шанăç пысăк. «Чăваш бройлерĕ» фабрика панкрута тухас патне çитнĕ. Пурпĕр ĕçлес кăмăллă çын ĕç тупма пултарать», — терĕ вăл.

Çав вăхăтрах наркотик суту-илĕвне бизнеса çавăрнă, унран пысăк тупăш илекен çынсемпе çине тăрса кĕрешни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе те Чăваш Енре ĕç-пуç аван. ЧР ШĔМĕн наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи 8 уйăхра 392 преступление тупса палăртнă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 29,5% сахалрах. Çав вăхăтрах туртса илнĕ наркотиксен виçи самай ÿснĕ — 29% ытла /пĕтĕмпе 25 килограма яхăн/. Наркотик, психотроплă хутăшсем сутнăшăн кăрлач-çурла уйăхĕсенче 46 çынна уголовлă майпа явап тыттарнă.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пайăр цифрăсем асăнчĕ: авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра наркотиксен тыткăнне лекнĕ 2102 çынна шута илнĕ. Çав шутра 23-шĕ — çул çитмен çамрăксем. Вĕсенчен 8-шне вара кăçал шута илнĕ. Çак чир паян пысăк хуласемшĕн кăна мар, республикăри районсемшĕн те кăтартуллă ĕнтĕ. Халь тупса палăртнă çамрăксен йышĕнче Куславкка каччи те, Шупашкар районĕн йĕкĕчĕ те пур.

Шел те, пăшăрханать Алла Владимировна, наркомансем хăйсене ытла та йывăр туйма тытăнсан кăна медиксенчен пулăшу ыйтаççĕ. Ăнăçлă сиплеме вара наркоманин малтанхи стадийĕсенчех пуçăнни лайăхрах. Акă мĕншĕн унашкаллисене маларах тупса палăртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кая юлсан каю шăтать теççĕ вĕт — шăпах çак тĕслĕх. Ку енĕпе тĕрлĕ меслет усă кÿме тивĕç: водительсен медицина тĕрĕслевĕнчен пуçласа призывниксене тĕрĕслесси таранах.

Тепĕр тесен вуçех тĕ¬рĕс­лемеççĕ теме çук-ха. 2014/2015 вĕренÿ çулĕнче республикăри 19 пин ытла шкул ачине ку енĕпе тестланă. 2015/2016 вĕренÿ çулĕнче çак кăтарту ÿснĕ: 20 пине яхăн шкул ачине тестсем урлă тĕрĕсленĕ — тивĕçлĕ ÿсĕмри ачасен 90% чухлĕ. Анчах çак ĕç пирки каланă май вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Светлана Петрова хăй те унăн усси пирки иккĕленнĕн туйăнчĕ. Студентсен хушшинчи çавнашкал тĕрĕслев /19 пин ытла студента тĕрĕсленĕ/ пĕтĕмпе те 72 çын наркотик астивнине тăрă шыв çине кăларма пултарнă. Вĕсен тĕп йышĕ — Етĕрнери, Улатăрти, Çĕмĕрлери техникумсенче вĕренекенсем.

Светлана Владимировна па¬лăртнă тăрăх — экспертсен тĕпчевĕсем наркомани тĕлĕшпе профилактика енĕпе çемье витĕмĕ чи пысăккине çирĕплетеççĕ. Унтан — тĕн, шкул, канăва епле йĕркелени, тантăшсен тĕслĕхĕ, полици. Юлашкинчен кăна — яваплăхран хăрани. Эппин, çемье витĕмĕпе туллин усă курма тăрăшмалла — ун çине пусăм тумалла.

Тĕслĕх тенĕрен, вĕрентекенсен тĕслĕхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ — кун пирки Михаил Игнатьев каларĕ. Вăлах Светлана Петровăран республикăри вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем, ĕçченĕсем табак туртни-туртманни пирки ыйтрĕ.

— Ача сачĕсен заведующийĕсенчен пĕри те туртмасть. Вĕсем пурте хĕрарăмсем те... — пулчĕ хурав.

— Хĕрарăмсем те япăх мар мăкăрлантараççĕ! — тивĕçтермерĕ хурав Михаил Васильевича.

— Шкулсен директорĕсен хушшинче туртакансем виççĕнччĕ. Аслă шкулсене илес тĕк — вĕсем пирĕн 19. Патшалăх учрежденийĕсен ертÿçисем туртмаççĕ. Уйрăм харпăрлăхрисем...

— Директорсем табак туртнипе çураçма юрамасть. Вĕсен халь шалăвĕ те лайăх вĕт, ĕçлес килет тĕк, эппин, туртма пăрахчăр. Унсăрăн урăх çĕрте ĕçлемелле пулĕ, — асăрхаттарчĕ республика Пуçлăхĕ.

Николай КОНОВАЛОВ