Наркăмăшланнисем - вун-вун çын
Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти сиплев учрежденийĕсенчен наркăмăшланнине кура 61 çын пулăшу ыйтнă. Вĕсенчен 15-шне госпитализацилеме тивнĕ. Унсăр пуçне наркăмăшланнисенчен пĕри, тĕп хулара пурăннă 32 çулти арçын, сăрă-симĕс тĕслĕ, мĕн пулнине тупса палăртайман хутăшпа усă курнă хыççăн васкавлă медпулăшу бригади килсе çитичченех вилнĕ. Мĕн пулнă, мĕн амакĕ?
Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕ арçын вилнĕ тĕслĕхпе УК 238 статйин 2-мĕш пайĕпе /потребительсен пурнăçĕпе сывлăхĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтермен продукци туса кăларнипе, упранипе, сутнипе çыхăннă статья/ уголовлă ĕç пуçарнă. Управлени пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - медпулăшу ыйтнă çынсенчен 20-шĕн наркăмăшланнин симптомĕсем психотроплă хутăшсемпе сиенленнин паллисене çывăх. Хальхи вăхăтра 4 çын çĕнĕ йышши психоактивлă хутăшпа /MDMB /N/ BZ-F/ сиенленнине лаборатори тĕпчевĕсем ирттерсе çирĕплетнĕ. Ыттисем, çав шутра вилнĕ арçын асăннă хутăшпа наркăмăшланнине çирĕплетмен.
Ĕç-пуçа тĕпчеççĕ, çак тĕллевпе наркотиксемпе çыхăннă лару-тăрăва тĕрĕслесе тăма ведомствăсен пĕрлехи оперативлă штабне йĕркеленĕ. Унăн йышне Следстви комитечĕсĕр пуçне ШĔМ, Наркотĕрĕслев службин подразделенийĕсен ертÿçисем кĕнĕ.
Кĕçнерни кун Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав управленийĕн, унăн пайĕсен ертÿçисем журналистсемпе курнăçнă май çак лару-тăру пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлме май пулчĕ. Тĕрĕссипе, тĕл пулăва уголовлă шырав 96 çул тултарнине /професси уявне ыран, юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче, паллă тăваççĕ/ халалланăччĕ. Анчах массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем асăннă пăтăрмахпа çине тăрсах кăсăкланнине кура шăпах ун тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ.
Управлени пуçлăхĕ Павел Чесанов палăртнă тăрăх - кĕçнерни кун тĕлне медицина учрежденийĕсенчен хайхи хутăшсемпе наркăмăшланнă 82 çын пулăшу ыйтнă. Çавна май йĕркелĕх хуралĕн çав хутăшсене сутакансене тупса палăртас енĕпе çине тăрса ĕçлеме тивнĕ. 5-6 çынна тытса чарнă, Наркотĕрĕслев служби те кĕрĕк арки йăваласа ларман - вĕсем те темиçе сутуçа тытнă. Тĕрĕссипе, темле пысăк хăрушлăх теме сăлтав çук икккен. Павел Валерьевич экспертсен пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ: çынсем сиенленнĕ хутăшра çĕнни нимĕн те çук-мĕн, çынсем унпа усă курнă май концентраци пысăк пулнă - çавă çеç. Унăн çумĕ Вадим Екунин ăнланмалларах пултăр тесе танлаштарупа та усă курчĕ: «Çын пĕр кĕленче эрех ĕçтĕр-ха - тÿсеет, анчах литрĕпе е тата та ытларах ĕçсен инкек пуласси часах. Ку тĕслĕхре те çаплах пулнă».
Журналистсем çак пăтăрмахшăн Наркотĕрĕслев службине айăплама пăхнипе /«вĕсем ĕçлесе çитереймеççĕ мар-и?»/ уголовлă шырав ĕçченĕсем килĕшмерĕç. П.Чесанов асăннă служба ĕçне хакласшăн пулмарĕ, çав вăхăтрах наркотиксемпе çыхăннă лару-тăрушăн полици çинчен те яваплăха никам та сирменнине палăртрĕ. Пытармарĕ: малтанах хими хутăшĕ мĕнне палăртас енĕпе йывăрлăх тухса тăнă. Халь паллă: вăл Правительство çирĕплетнĕ, сутма, усă курма чарнă хутăшсен пĕрремĕш списокне кĕмест. Апла тăк сутуçăсене айăплама та сăлтав çук-и?
ШĔМшĕн хайхи инкек кĕтменлĕх пулман тесен те юрать: «Сутуçăсенчен пĕрне эпир çынсем наркăмăшланичченех, эрне кун, тытса чартăмăр. Анчах вăл сутнă хутăш юраманнисен шутĕнче мар. Çавăнпа хайхискере кăларса яма тиврĕ: каçар, сăлтавсăрах тытса чартăмăр... Хальлĕхе экспертиза пĕтĕмлетĕвĕ çук. Тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ пулчĕ тĕк - уголовлă ĕç пуçарăпăр».
Управленин наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен пайĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров ертÿçипе пĕр шухăшлă: «Çапла, хăш-пĕр чух, тен, Наркотĕрĕслев ĕçлесе çитереймест пуль, тепĕр чух - эпир. Анчах ĕçлеместпĕр тени тĕрĕс мар. Ытларах та калам: ăнăçлă тĕслĕх те пайтах. Çав шутра - преступниксен пĕрлĕхĕн нумаях пулмасть суда панă уголовлă ĕçĕ. Айăпланакансем - 15 çын, уголовлă ĕç - 100 ытла томлăх. Çак ушкăна шăпах Наркотĕрĕслевпе алла-аллăн ĕçлесе сиенсĕрлетнĕ».
Çак çынсем синтетика йышши наркотике Мускавран кунта илсе килсе сутассине Интернет урлă йĕркеленĕ. Сăмах май, паян «шурă вилĕмĕн» 80% шăпах Интернет урлă сутаççĕ. Урăхла каласан туянакансем сутуçа курмаççĕ. Интернета кĕрсе киберенчĕке укçа хываççĕ те - вăрттăн сутуçă наркăмăша ăçта хунине пĕлтерет, кайса илмелли çеç юлать. Шăпах çавăнпа сутуçăсене тупса палăртасси пĕртте ансат мар. Анчах çакă та вĕсене тупма май çуккине пĕлтермест.
Схема çапларах. Çын виртуаллă майпа укçа хывнă хыççăн Мускавран наркотикĕн пысăк партине илсе килет. Ăна кунта темиçе пая уйăрса асăннă мелпех сутать. Çав пайсене туянакансем наркăмăш партийĕсене татах «ваклаççĕ» - малалла сутаççĕ. П.Чесанов сыщиксем çак «сăнчăрăн» аялти икĕ сыпăкĕ таран хăпарнине çирĕплетрĕ. Çук, ĕç чарăнман, малалла та каяс шухăшлă.
Наркотиксен хăрушлăхĕ пысăкки вара куç кĕрет. Павел Валерьевич шÿтлеме те пăхрĕ: «Наркотиксемпе çыхăннă çивĕчлĕх ытти енĕпе çивĕчлĕх çуратать. Наркотикшĕн çунакан çынна ăна туянма укçа кирлĕ. Çаратма каять. Кирлĕ тĕк - вĕлерме те пултарать. Наркотикпе минренĕ çын пирки те çавнах каламалла: наркотикпе усă курчĕ - лайăх! Апла тăк кама та пулин вĕлермеллех!» Хура юмор ĕнтĕ, анчах - пурнăçри тĕслĕх.
Икĕ эрне каялла Чăваш Енре Пушкăртстанăн тăватă çыннине тытса чарнă. Вĕсенчен наркотик хутăшĕн 2 кг реагентне туртса илнĕ - «питĕ пысăк виçе! Пĕтĕм Ĕпхÿ туртса тăранмалăх!» «Тытса чарнă, халĕ вĕсем Чăваш Ен урлă наркотик турттарма юраманнине пĕлеççĕ. Хăратрăмăр - çакă та аван», - кăмăллăн палăртрĕ управлени пуçлăхĕ.
В.Екунин шухăшĕпе - наркотиксемпе, туртмалли хутăшсемпе усă куракансен йышĕ çамрăксен çарĕпе пысăкланса пырать: «Çакнашкал юхăм пулман тăк наркомансем хăйсем тĕллĕнех вилсе пĕтетчĕç - динозаврсем пек. Шел, çамрăксен çĕнĕрен те çĕнĕ йышĕ наркомансен ретне тăрать. Пысăк хуласенче 14 çулти е унтан та кĕçĕнрех ачасем наркотиксен тыткăнне лекеççĕ. Пирĕн патра хальлĕхе апла мар-ха, анчах çакă кунта та çитессе хатĕр пулмалла».
Туртмалли хутăшсемпе çынсем йышлăн наркăмăшланни, вилни Киров, Сургут тăрăхĕсенче пулни вăрттăнлăх мар. Чăваш Енре тупса палăртнă хутăш формули шăпах унтисемпе пĕрешкел иккен. Сас-хура тухнăччĕ: çав хутăшсем «Украина йĕрĕпе» çыхăннă имĕш. «Çак кунсенчи тĕслĕхсем пирки хальлĕхе Украина çыннисем сутнă тесе калаймастăп. Маларах вара, чăнах та, эпир Украина гражданĕсене тытса чарнăччĕ», - терĕ П.Чесанов.
Паллах, калаçу наркотиксем тавра кăна мар, уголовлă шыравăн анлă ĕçĕн мĕн пур енĕ пирки пулчĕ. Сыщиксен каласа памалли, интересли пайтах - ку тема патне çитес эрнере таврăнăпăр. Уголовлă шырав ĕçченĕсене саламлама вара - шăп та лăп вăхăт: професси уявĕ ячĕпе!
Николай КОНОВАЛОВ
Комментари хушас