Налук çăмăллăхĕсене — «симĕс çутă»

20 Авăн, 2018

Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ çапла хăвăрт вĕçленнине астумастăп. Кĕçнерникунхи лару пĕтĕмпе те… 9 минут тăсăлчĕ. Кун йĕркинче пĕртен-пĕр ыйту, анчах вăл питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕскер — нумай-нумай çынна пырса тивет, çавăнпа ăна пĕр тăхтамасăр татса парас тĕллевпе Правительство ирех черетсĕр ларăва пухăнчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ларăва уçнă май палăртнă тăрăх, федерацин РФ Налук кодексĕн иккĕмĕш пайĕн 391 тата 407 статйисене улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккунĕн проектне хатĕрлени Раççей Президенчĕ Владимир Путин пенси системин улшăнăвĕсене «çемçетес» тĕллевпе тунă пуçарусемпе сăлтавланнă. Саккун проектне регионсенче тишкерме ярса панă — республика Правительствин хăйĕн позицине палăртмалла.

Вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина çирĕплетрĕ: сăмах пурлăх тата çĕр налукĕсем пирки пырать. Хальччен вĕсене тÿлес тĕлĕшпе пенсионерсен çăмăллăх пулнă. Улшăнусемпе килĕшÿллĕн вара вĕсемпе хĕрарăмсем — 55, арçынсем 60 çула çитсен усă курма пултарĕç. Урăхла каласан пенсие каймалли çулсен ÿсĕмĕ çынсене çав çăмăллăхсемсĕр хăвармĕ, вĕсемпе çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса пенсионерсем тата 55 тултарнă хĕрарăмсемпе 60-а çитнĕ арçынсем усă курĕç.

Пурлăх налукĕнчен ватăсене пурлăхăн кашни тĕсĕн пĕр обьекчĕ тĕлĕшпе хăтараççĕ. Кунта хваттерсемпе пурăнмалли çурт кăна мар, ытти çурт-хуралтă та кĕме пултарать — творчество мастерскойĕпе гараж таранах. Çак çăмăллăх 174 пин çынна пырса тивнине палăртнă май Светлана Александровна ку енĕпе республикăра пурăнакансен «налук перекечĕ» 91 миллион тенкĕпе танлашнине палăртрĕ.

Çĕр тĕлĕшпе налук хуракан лаптăк унăн кадастр хакĕпе пăхса 600 тăваткал метр чухлĕ пĕчĕкленет. Çапла вара пенсионерсем, 55 çул тултарнă хĕрарăмсемпе 60 çула çитнĕ арçынсем – пĕтĕмпе 150 пин çын ытла — çĕр налукĕшĕн 24 миллион ытла тенкĕлĕх сахалрах тăкакланĕç.

Правительство саккун проектне ырларĕ. Ыран çак ыйтăва ЧР Патшалăх Канашĕнче пăхса тухмалла, депутатсен йышăнăвĕ пирки çийĕнчех Патшалăх Думине евитлемелле. 

Николай ДМИТРИЕВ.

Автор: 

Комментари хушас