Надежда Бабкина: “Эпĕ кăштах механизатор та...”

5 Ака, 2014

"Русская песня" ансамблĕн илемлĕх ертÿçи Надежда Бабкина Шупашкарти Трактор историйĕн музейне çитсе курнă. Хăй вăрттăн пĕлтернĕ тăрăх - вăл юрă-ташă ăсти çеç мар, ял хуçалăх техникипе те çывăх пулнă çын.

Раритет тракторсем халăх артисткин кăмăлне уçса янă. Юрăçă ДТ-54 курсан ачалăхне аса илнĕ. Н.Бабкинăсен ÿсĕмĕнчи ачасене тăван ялĕнчи /Аçтăрхан облаçĕнчи Хура Яр/ шкулта "пахча çимĕç ÿстерекен тата механизатор” специальноçа вĕрентнĕ. Зачет илме ДТ-54 çÿреме пĕлнине те кăтартма тивнĕ. "Трактора вырăнтан тапратрăм-ха. Рычага тытсан çухалса кайрăм. Техника тÿрех шкул еннелле вĕçтерчĕ, - шкул çулĕсене куç умне кăларчĕ Надежда Георгиевна. - Нимĕн тума та пĕлместĕп. Вĕрентекен эпĕ кăшкăрашнине илтет, анчах мĕн пулса иртнине ăнкарса илеймест. Шкул крыльци патне çитиччен икĕ метр юлсан пĕр каччă кабинăна сиксе ларчĕ, трактора чарчĕ. Çавăн чухне пĕрремĕш тата юлашки хут трактор çине ларса куртăм”.

Трактор музейне асра хăварма Надежда Бабкинăна вак укçа парнеленĕ. Ăна вăл хăех йывăр кувалдăпа çапса хатĕрленĕ. "Эпĕ кăштах механизатор та. Çавăнпа йăлтах хамăн туса пăхмалла", - тенĕ артистка.

Юрăçа ырă сунса панă парнесен шутĕнче çавăн пекех - Европăра туса кăларакан чи пысăк ЧЕТРА Т40 бульдозерăн макечĕ, трактор евĕрлĕ чейник.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.