Наци телерадиокомпанин çĕнĕ ертÿçĕ
24 Jun, 2016

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн Иван Моторинăн çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн Наци телерадиокомпанин директорĕн должноçне Алексей Белова çирĕплетнĕ.

Алексей Георгиевич 1972 çулта Шупашкарта çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Хăй вăхăтĕнче ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕсен министрĕн заместителĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти "Грани" хаçатăн тĕп редакторĕнче ĕçленĕ. Юлашки çулсенче ЧР патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн ертÿçи пулнă.