Наци проекчĕ: Хресчен сасси 31 (2770) № 21.08.2019

— «Вĕрентÿ» наци проекчĕ пире тата тăрăшарах ĕçлеме хистет, хавхалантарать. Малашне çак тытăм палăрмаллах улшăнĕ, çĕнĕ шая çĕкленĕ. Паллах, вĕрентекенсен яваплăхĕ ÿсет. Ача-пăчана тарăн пĕлÿ парасси, анлă тавра курăмлă, çирĕп сывлăхлă тăвасси пиртен те килет, — терĕ Турайри шкул директорĕ Юрий Герасимов.