Наци кросĕ туслăха çирĕплетет

29 Авăн, 2015

ФОТОРЕПОРТАЖ

Вырсарникун Шупашкарти залив хĕррине иртенпе халăх пуçтарăна пуçларĕ. «Мĕн уявĕ вара паян?» - кăсăкланчĕç кунта уçăлса çÿрекенсем. «Наци кросĕ!» - пулчĕ хурав. Чăн та, туя васканă пекех юрă-кĕвĕ лапамне халăх утрĕ те утрĕ. Спорт уявĕ вуншар-вуншар çынна - ватти-вĕттине, ашшĕ-амăшĕпе вĕсен пепкисене, тĕрлĕ предприяти-организаци ĕçченĕсене, шкул ачисемпе студентсене, çамрăк спортсменсемпе сывă пурнăç йĕркин хастарĕсене - хулари чи илемлĕ вырăна йыхравларĕ.

Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» чупăва 2004 çултанпа йĕркелеççĕ. Хамăр çĕршыври чылай регионта иртекен ăмăртăва çулсерен пин-пин çын хутшăнать. РФ Спорт министерстви шутласа пынă тăрăх - вĕсен йышĕ миллион урлă та каçать. Кăçалхипе вуниккĕмĕш хут пулнă чупăва пирĕн республикăра 60 пине яхăн çын хутшăнчĕ.

Залив хĕррине пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Мельников, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Олимпиада Иванова, ăмăртăвăн тĕп судйи - Раççей спорт мастерĕ, Европа чемпионачĕн тата кубокĕн 2015 çулхи çĕнтерÿçи Клавдия Афанасьева саламларĕç.

- Эпир спорт регионĕнче пурăнатпăр тесе мухтанма пултаратпăр паян. Чăваш Енре пурăнакансем - спортпа туслă çынсем. Кашни виççĕмĕшĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Малашне вĕсен йышĕ ÿсессе шанатăп. Тĕслĕх кăтартакан та нумай пирĕн хушăра. Çакнашкал ăмăртусенчех пулас Олимп чемпионĕсемпе тĕнче турнирĕсен çĕнтерÿçисем çуралаççĕ. Наци кросне хутшăнни те - пысăк çĕнтерÿ, - терĕ Михаил Васильевич спортсменсене ăнăçу суннă май. Вăл та сумлă ытти хăнапа пĕрле старта тăчĕ.

Яланхи пекех атлетсем тĕрлĕ дистанцире тупăшрĕç: çамрăкраххисем 4000 метр чупрĕç, пĕчĕккисемпе аслисем пĕр çухрăма парăнтарчĕç, ăстасем валли уйрăм виçе - 6, 8, 12 км. Спортра пĕрремĕш утăмĕсене тăвакансен хушшинче пуçламăш класс ачисем уйрăмах палăрчĕç. Тĕслĕхрен, Лапсар шкулне çÿрекен Даша Васильева /вĕрентекенĕ - Наталья Кузьмина/, Наци кросĕн стартне темиçе хут та тухнăскер, кăçал чемпион пулса тăчĕ. Арçын ачасен ушкăнĕнче вара хулари 1-мĕш шкулта вĕренекен Миша Ефимова çитекенни пулмарĕ. Хĕрсемпе яшсен тупăшăвĕнче Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕн студентки Лилия Степанова тата Олимп резервĕсен училищин каччи Николай Сергеев мала тухрĕç. Вĕсемпе пĕрле вĕренекен Анна Федоровăпа Александр Ижендеев та тантăшĕсенчен юлмарĕç - иккĕшĕ те дистанцие виççĕмĕш вĕçлерĕç. Пултаруллă яшсем пьедестал çине икĕ хут та хăпарчĕç. Вĕсем - 8 километрлă дистанци призерĕсем. Ытти ăмăртура Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенткисем Ольга Николаевăпа Татьяна Ефимова, Олимп резервĕсен 1-мĕш спорт шкулĕнчи Олег Ильин, Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин хĕрĕ Виктория Соловьева палăрчĕç.

Чи сумли те аслин ятне яланхи пекех 82-ри Леонид Никифоровпа коопераци институчĕн ветеранĕ, 85 çулти Миранда Кольцова тивĕçрĕç. Шупашкарта пурăнаканскерсене Чăваш Ен тĕп хулинче иртекен пур массăллă стартсенче курма пулать. Калăпăр, «Йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва хутшăнасси йăлана кĕнĕ. Леонид Иванович Наци кросне 2011 çултанпа тухать.

- Кашни кун 5-6 çухрăм чупатăп. Хĕлле йĕлтĕр çине тăратăп. Спортпа туслă çын - çирĕп сывлăхлă. Пире, ватăсене, мĕн кирлĕ? Сывлăх! Сывлăх пулсан ĕмĕр те вăрăм килет. Кроса кашни çул чăтăмсăррăн кĕтетĕп, кашнинчех хатĕрленетĕп, - терĕ çакнашкал ăмăртусенче 90 çула çитичченех вăй виçме ĕмĕтленекен ветеран. Вăл электричество шайне виçмелли хатĕрсем тăвакан заводра /ЗЭИМ, халĕ - «АБС-Электро» предприяти/ ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, фрезеровщик вĕренекенĕнчен производство пуçлăхĕн заместителĕ таран çитнĕ. Сакăр теçеткерен иртнĕ Леонид Никифорова хĕрĕ Марина тĕрев парса пырать. «Атте халĕ те ура хуçса ташлама пултарать. Çакна тума ăна спортпа туслă пулни пулăшать», - терĕ Марина Леонидовна. Красноармейски тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ ветеран çамрăк чухнех спортпа туслă пулнă, пăшалтан перес енĕпе республика чемпионĕн ятне те тивĕçнĕ, тĕрлĕ ăмăртура завод чысне пĕрре мар хÿтĕленĕ.

Икĕ çулти Аня Васильевăшăн вара кăçалхи кросс - иккĕмĕш ăмăрту. Ашшĕ-амăшĕпе тата аппăшĕпе пĕрле вăл иртнĕ çул та чупăва хутшăннă. Хулари 7-мĕш садике çÿрекенскере «Чи çамрăк спортсмен» номинацире ятарлă парнепе чысларĕç. «Ачасене пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентетпĕр. Шыва кĕме бассейна çÿретпĕр, роликпе ярăнма тухатпăр, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнатпăр. Килте те тĕрлĕ спорт хатĕрĕсем пур, картишри спорт лапамĕнче те савăнатпăр. Хулара иртекен çемье ăмăртăвĕсенчен те юлмастпăр. Çакнашкал мероприятисене эпир кăна мар, хĕрĕмсем те питĕ кăмăллаççĕ. Çемье туслă пурăннине мĕн çиттĕр», - пĕлтерчĕ Олег Васильев.

Ăмăрту вăхăтĕнче чылай çынпа курса калаçрăм. Çак ăмăртăва тухма мĕн хĕтĕртет-ха вĕсене? Кашнин - хăйĕн шухăшĕ-сăмахĕ. 65 çулти Анатолий Иванов калани манăн чунăма уйрăмах çывăха килчĕ: «Ку мероприяти спортпа туслă пулма хавхалантарнисĕр пуçне çынсене пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнма вĕрентет, пĕрлĕх туйăмне аталантарать, тĕрлĕ наци çыннисен хушшинчи çыхăнăва вăйлатать. Çак чупура эпир - тутар-и эс, чăваш-и, ирçе-и - пурте пĕр кĕлтере», - терĕ хисеплĕ ветеран. Чăн та, Наци кросĕ республикăра пурăнакан халăхсен хушшинчи, коллективсенчи, çемьесенчи туслăха, пĕрлĕхе çирĕплетет.

Андрей МИХАЙЛОВ

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем ФОТОРЕПОРТАЖ

Рубрика: