Музыкăна юратакансен уявĕ

27 Чÿк, 2014

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче мухтавлă ентешĕмĕре, СССР халăх артистне М.Д.Михайлова халалланă Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ классика музыкине кăмăллакансене 24-мĕш хут пуçтарчĕ. Ноябрĕн 25-мĕшĕнче вăл Ж.Бизен "Кармен" оперипе уçăлчĕ. Палăртса хăвармалла: театр асăннă фестивале çĕнĕ ĕçпе кĕтсе илесси йăлана кĕнĕ. Тĕрĕссипе, вăл пирĕн театрăн репертуарĕнче маларах та пулнă-ха. 1973 çулта ăна Раççей халăх артисчĕ Борис Марков сцена çине кăларнă, 1996 çулта тепĕр хут çĕнетнĕ.

Хальхинче "Кармена" Пысăк театр /Мускав/ ĕçченĕ, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Юлиана Малхасянц çĕнĕ пурнăç парнеленĕ. Çĕршывра ăна чи чаплă солистсен йышне кĕртеççĕ. Вăл çавăн пекех педагог-репетитор пек те паллă тата хореографи енĕпе те ăста. Хальхи вăхăтри искусство институчĕн хореографи кафедрине ертсе пырать. Спектакль ташăсемпе пуян, сценографи енĕпе уйрăлса тăрать. Ăна Мускав художникĕ, Раççей Ÿнер академийĕн чăн членĕ Дмитрий Чербаджи илемлетнĕ. Проекта пурнăçа кĕртме Раççей Культура министерстви пулăшнă.

Фестиваль ултă куна пырать. Çак тапхăрта Шупашкар çыннисене Дж.Пуччинин "Флория Тоска", М.Мусоргскин "Борис Годунов" оперисемпе паллаштарĕç. Вĕсене Мускаври Пысăк театрăн, К.С.Станиславский тата Вл.И.Немирович-Данченко ячĕллĕ академи музыка театрĕн, çавăн пекех Армени, Красноярск, чикĕ леш енчи музыка театрĕсен /Китай, Хорвати/ солисчĕсем хутшăнĕç.

Ноябрĕн 28-мĕшĕнче сцена çине кÿршĕсем - Чулхула патшалăх академи оперăпа балет театрĕн солисчĕсем, хорĕ тата симфони оркестрĕ - тухĕç. Вĕсем А.Даргомыжскин "Русалка" оперипе килĕç.

Фестиваль яланхи пекех гала-концертпа хупăнĕ. Вăл çитес вырсарникун иртĕ.

С.НАДЕЖДИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.