Музейра - Упăте, Хĕл Мучипе Юр кĕлетке...
18 Dec, 2015

Çĕнĕ çул - чи хитре, чи ĕлккен, чи асамлă уяв. Ăна аслисем те, вĕттисем те кĕтеççĕ. Асăннă праçнике эпир çĕнĕ ĕмĕтсене палăртас, чăрăш айĕнчен ĕмĕтленнĕ парнене илес, сехет йĕпписен сассине илтес тесе çулталăкĕпех кĕтетпĕр. Уява хатĕрленни те кăмăла уçать. Чăрăша капăрлататпăр, открыткăсем çыратпăр, парнесене илемлĕ чĕркетпĕр, çĕнĕ теттесем ăсталатпăр, илемлĕрех курăнас тесе хамăра пăхатпăр, уяв сĕтелне хатĕрлетпĕр.

Уяв çывхарнă май Канашри таврапĕлÿ музейĕнче йăлана кĕнĕ «Çĕнĕ çул сувенирĕ» алĕçĕсен куравĕ уçăлнă. Мĕнле кăна тĕлĕнтермĕш, епле кăна илем çук-ши кунта? Вĕсене хулари ача сачĕсемпе шкулсенче вĕренекенсемпе вĕсен вĕрентекенĕсем ăсталанă. Экспонатсен йышĕнче çитес çул паллине те - илĕртÿллĕ те ăшпиллĕ упăтесене - курма пулать. «Ĕçĕсем чăннипех паха. Кашниех уяв кăмăлне çĕклет. Ачасене те пултарулăха аталантарма хавхалантарать», - палăртаççĕ куракансем. Çĕнĕ çул парнисене хутран, картонран, пластик стаканран, тăварлă чустаран, вĕтĕ шăрçаран, фольгаран, атлас хăюран, рак хуранĕнчен ăсталанă. Ача-пăча фантазийĕн чикки çук. Мĕнпур ĕмĕте ачасем Çĕнĕ çул сувенирне «вырнаçтарнă». Капăр чăрăшпа юнашар - Хĕл Мучипе Юр пике, Юр кĕлетке, парнесен миххи.